Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем икӗ ӳсӗр ҫамрӑка тытса чарнӑ пулнӑ. Вӗсене ӗҫ машинипеле шалти ӗҫсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Тытса чарнисенчен пӗри полици сотрудникӗсечен устав ыйтнӑ евӗр хӑйсемпе паллаштарма тата ӗҫ удостоверенийӗне кӑтартма ыйтнӑ. Рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисене йӗртсе пыракана ку килӗшмен. Вӑл ҫамрӑка тытса чарнӑ вырӑнта та, милици уйрӑмӗнче те темиҫе хут янахран, питрен тата хырӑмран алӑпа ҫапнӑ. Ҫамрӑк ҫыннӑн тутине чӗрсе янӑ, малти шӑлӗн коронкине катнӑ.
32 ҫулхи арҫынна хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Паянхи куна тӗрӗслев ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Ӗҫ материалӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула судне ярса панӑ. Халӗ ӑна РФ УК-ӑн 286 статьипе килӗшӳллӗн айӗплӗҫ.