Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Канашсем» 18-мӗш хут пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.10.2012 12:04 | 2068 хут пӑхнӑ
Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Я. Ухсай культура керменӗнче Канаш районӗн «Канашсем» ентешлӗхӗ 18-мӗш хут пухӑнчӗ. Тӗп вырӑнта — Анатолий Кипеч (вӑл ҫак районтан, ентешлӗхӗн ертӳҫи) ҫыравҫӑ 75 ҫул тултарни пулчӗ.

Мероприятие Лидия Филипповӑпа (президиум пайташӗ) Вячеслав Оринов ертсе пычӗҫ. Сӑмах тухса калакансем шутӗнче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Анатолий Егоров, Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Клюкова, федерацин укҫа-тенкӗпе хыснан тӗрӗслев службин Чӑваш Республикинчи вырӑнти управлени ертӳҫи Нина Константинова, Патшалах канашӗн депутачӗсем, ытти районсен етлешлӗх ертӳҫисем пулчӗҫ.

Уявра юрӑ-ташӑпа Энрияль фольклор ушкӑнӗ, Канаш районӗн культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ансамбль, «Янташ» эстрада ансамблӗ (ертӳҫи — А.Никитин), культура училищин студенчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннӑ халӑхӑн кӑмалне ҫӗклерӗҫ — Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Юрий Григорьев, Елена Османова, Константин Ефремов, Валентина Смирнова тата ытти юрӑҫсем.

Анатолий Кипеч — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, Канаш районӗнчи Чулкӑмакара ҫуралнӑ. РФ ҪП членӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Канаш педагогика училищинче, Чӑваш педагогика институтӗнче, СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗсенче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче философи кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлет.

Анатолий Кипеч «Ӗмӗр сакки сарлака», «Телей», «Уяр» юрӑсен сӑввине ҫырнӑ, 10 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Уяв умӗн Анатолий Ильич пурнӑҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан фильм кӑтартрӗҫ, вӗҫленнӗ хыҫҫӑн — викторина та ирттерчӗҫ.

#ентешлӗхсем, #Канашсем, #Канаш районӗ, #Я.Ухсай ячӗллӗ КК, #Чулкӑмака

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем