Раштав уйӑхӗ хӗл пек пулмарӗ, ӗнер Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 16 литр ҫумӑр ҫунӑ. Тӗрӗссипе вара ҫак вӑхӑтра 18 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулмалла. Хальлӗхе вара – 1 сантиметр ҫеҫ.
Сӑмах май, 2015 тата 2008 ҫулсенче те раштавӑн 25-мӗшӗнче юр пулман. 2006-2007 ҫулсенче вара хӗл нормӑран 7-9 градус сивӗрех пулнӑ. Шартлама сивӗ Кӑшарни хыҫҫӑн ҫеҫ иртсе кайнӑ.
Хальхинче кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем мӗн каланине итлер. Малтанхи кунсенче сивӗтет, ҫӗрлесерен 15-20 градус пулӗ, юр ытлах ҫумӗ. Кӑрлачӑн 7-13-мӗшӗсенче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелле. Кӑрлачӑн 14-23-мӗшӗсенче эпир хӑнӑхнӑ хӗллехи ҫанталӑк тӑрӗ, атмосфера пусӑмӗ ӳснӗрен хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Кӑрлачӑн 25-27-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ, ҫапах ҫуркуннехи ҫанталӑк евӗрех пулмӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тӑрук сивӗтмелле, ҫӗрлесерен 24 градус е ытларах сивӗ пулмалла. Юлашки икӗ ҫулта карлачра кун пек шартлама сивӗ пулман, термометр 22-23 градус ҫеҫ кӑтартнӑ.