Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла.
Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ.