Чӑваш Ен Елтепӗрӗн администрацийӗ ҫапла хуравланӑ. Асаилтеретпӗр, блогсенче нумай пулмасть икӗ Volkswagen Phaeton машинӑшӑн 8,3 миллион тенкӗ тӑкаклассине анлӑ сӳтсе явнӑ.
Элтепӗр администрацийӗн ҫумӗ Сергей Вязовский ӑнлантарса панӑ тӑрӑх автоапаркӑн «люкс» шайри транспорт хатӗрне 2006 ҫултанпа ҫӗнетмен. Унти машинсен ҫурри яхӑн — 6 ҫул каялла кӑларнӑ «Волгӑсем» е тата та ватӑраххисем. Пурӗ 60 транспорт хатӗрӗ. Кӑҫал вара официаллӑ майпа килнӗ хӑнасене илсе ҫӳреме туяннӑ Тайотӑпа Фольсваген микроавтобуссемпе ҫеҫ нумайланнӑ. Унсӑр пуҫне Элтепӗр администрацийӗн автопаркӗнчи машинсене пӗчӗкрех шайри ведомствӑсене куҫарнине те пӗлтернӗ Сергей Вязовский.
Ҫӗнӗ машинсене харпӑр тӳре-шара ҫумне ҫырса хумӗҫ — вӗсемпе патшалӑх органӗсенчи ҫынсене турттарма усӑ курӗҫ. Ҫав шутра — хӑнасене те. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр хӑна ансатрах машина ларасшӑн мар иккен.