Шупашкарта Гайдар урамӗнчи общежитире пурӑнакан 38 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК 109-мӗш статьян 3-мӗш пайпе килӗшӳллӗн (асӑрхануллӑ пулманран икӗ ҫын вилӗмӗ патне илсе пыни) айӑпласа суд умне тӑратӗҫ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх пушӑн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм ирхи саккӑрта яланхи пекех ӗҫе пуҫтарӑнса тухса кайнӑ. Ҫывӑракан ывӑлне пилӗк ҫулхи тӑван хӗрӗпе пӗрле хӑварнӑ. Пӳлӗм алӑкне, паллах, тул енчен питӗрнӗ. Чӳречисем тимӗр решеткеллӗ пулнӑ. Инкеке хӗрарӑм электроплитана сӳнтерсе хӑварман. Ун ӑшшипеле вӑл ҫуса хунӑ кӗпе-йӗм типӗтнӗ. Кил хуҫи пулман вӑхӑтра япаласем плита ҫине ӳкнӗ, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Ача-пӑчан пӳлӗмрен тухса тарма май килмен. Сӗрӗмпе чыхӑннипеле вӗсен пурнӑҫӗ татӑлать.
Ачасене кил хуҫи ҫав кунах вуннӑсенче ӗҫрен таврӑнсан тупать.
Хӗрарӑма хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Ӗҫ материалӗсене Шупашкарти Калинин районӗнчи суда ярса панӑ.