Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисем «Култаракан арча» шӳтлӗ кӑларӑмсем ӳкереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ачасем пилӗк кӑларӑм хатӗрленӗ. «Ачасене те, куракансене те ку ӗҫ кӑмӑла кайнӑран малалла та аталанас, тата шӳтлӗ сценкӑсем хатӗрлес шухӑш ҫухалмарӗ», — теҫҫӗ ӳркенмен хастарсем.
Хӗллехи каникулта шкул ачисем тата виҫӗ кӑларӑм ӳкернӗ. Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене хастарсем ҫывӑх вӑхӑтра тепре хырӑм тытса култарма шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмсем «Патак ачи», «Чи телейлӗ ача», «Ӗмӗтленни сиенлӗ мар», «Дежурный пултӑм» ятпа кун ҫути курӗҫ.