Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ.
Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова.
Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.