Шупашкарти общежитисенчен пӗринче икӗ ача амӑшне вӗлернӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм унта пӗлтӗрхи раштавӑн 30-мӗшӗнче хӑнара пулнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ 35 ҫулти арҫын та ҫавӑнта хӑналаннӑ. Тахӑш самантра арҫын алла ҫӗҫӗ ярса илсе хӗрарӑм-хӑнана кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек пирки полицейскисене арҫын хӑех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ вӑл пӑтӑрмахшӑн кулянать иккен. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн икӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӗсем халӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ.