Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленмен-ха. Айӑплав енӗ, тепӗр майлӑ каласан, прокуратура ӑна колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтать.
Паян Муркаш районӗнче Олег Ладыковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкерекен юлашки лару иртнӗ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснине пула ҫын йывӑр суранланнӑ.
Айӑплав енӗ Олег Ладыкова пилӗк ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма ыйтнӑ. Хӳтӗлевҫӗ урӑхларах шухӑшлать иккен. Вӑл сити-менеджер ывӑлӗ айӑплӑ мар тесе каланӑ. Айӑпа ҫирӗплетсе парайманнине кура Олег Ладыкова е тӳрре кӑлармалла, е ӗҫе прокуратурӑна тавӑрса памалла тенӗ.
Татӑклӑ йышӑнӑва Муркаш районӗнчи суд (ҫул ҫинчи инкек унта пулнӑран ӗҫе унта тишкереҫҫӗ) кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑвӗ.