Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче ӗнер пуҫлӑх улшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, харӑсах икӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри — асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ пулнӑ Виктор Кочеткова ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен, тепри — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама шанасси пирки.
Аса илтерер, Виктор Кочетков ведомствӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ӑна ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче инспекци пуҫлӑхне лартнӑ. Виктор Викторова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине хушура ӑнлантарман.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Юркина шаннӑ. Инспекцире Александр Юркин (сӑнӳкерчӗкре) унччен пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.