Йӗрпеҫри этнографи музейӗ ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ экспонатпа пуянланӗ — унта Хумпуҫ Патӑрьелтен тимӗрҫӗ лаҫҫи илсе килнӗ. Музей директорӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫак шухӑша ӑна музейӗн куравҫисем панӑ — чӑн та кунашкал культура тӗплӗхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫи пулмасан вӑл тулли мар курӑнӗччӗ.
Хумпуҫ Патӑрьелти лаҫа Чӑваш Тимеш платникӗсем сӳтсе илсе килме пулӑшнӑ. Игорь Акимов ертсе пынипе Александр Иванов, Алексей Андреев тата Александр Раймов чӑн та пысӑк ӗҫ тума пултарчӗҫ — вӗсем тӑрӑшнипе тимӗҫӗ лаҫҫин ҫӗнӗ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӗркӗчпе вучах тата сунталпа тимӗрҫӗ кӑмаки вырнаҫтарӗҫ. Музейра тимӗрҫӗ ӗҫне тума пултараканни те пур иккен.
Йӗпреҫри этнографи музейӗ 1980 ҫултанпа ӗҫлет. Унта хура пӳрт, икӗ хутлӑ кӗлӗт, йывӑҫ пӳрт, лаҫ, пӑлтӑр, тӑрналлӑ ҫӑл пур. Музейре 3 пин ытла япала упранать.