Шупашкарти Иван Яковлев проспектне каллех хупӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене ҫав ҫулпа ҫӳреме вӑхӑтлӑх чарни ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ проспекта Шупашкарта темиҫе ӑстрӑмпа юсаҫҫӗ. Малтан кивӗ автовокзал енчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫаврине ҫитичченхи сыпӑка сарчӗҫ. Кайран — Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли ҫул ҫаврине ҫитиччен. Юлашкинчен каланине Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑхӑтлӑха уҫрӗҫ. Ҫуркунне ҫав сыпӑка сарса пӗтермелле. Ҫул-йӗр юсакансем халӗ Кӑнтӑр поселокран Канаш шосси патне ҫитичченхи лаптӑка юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Асӑннӑ участокра транспорта ҫӳреме нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха чарӗҫ.