Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫармӑс купӑсҫин чӑвашла юррипе зал йӗрет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.01.2020 18:47 | 1384 хут пӑхнӑ
Культура

Арсений Яйцов купӑсҫӑна пирӗн республикӑри культура ӗҫченӗсем пӗлеҫҫех-тӗр. Нумаях пулмасть вӑл «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗнче пулнӑ. Планерка вӑхӑтӗнче кӗтмен ҫӗртен кӗрсе тӑнӑ хӑнана калем ӑстисем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ. Вӑл купӑспа лезгинка, «Барыня», «Джими-Джими» тата ытти юрӑ кӗввине каланине ҫӑвара шыв сыпнӑн итленӗ. «Ҫумӑр ҫӑвать» юрра та («Юржи юреш» ҫапла куҫать иеккен вӑл ҫармӑсла) янӑратнӑ купӑсҫӑ.

65 ҫулхи Арсений Яйцов — РФ тата Мари Эл культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пулса хӑйӗн хӗрӳлӗхӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗскер 14 ҫӗршыва ҫитме ӗлкӗрнӗ. Темиҫе ҫул каялла вӑл ыр кӑмӑллӑх концерчӗсемпе ҫӳреме тытӑннӑ. Ача пахчисемпе йӗтем ҫинче те, пульницӑсемпе тӗрмесенче те концерт кӑтартнӑ.

Унӑн архивӗнче Людмила Зыкинӑпа, Евгений Леоновпа тата Анатолий Папановпа, Александр Розенбаумпа, Захар тата Анастасия Заволокинсемпе тата ыттисемпе ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксем хаклӑ реликви евӗр упранаҫҫӗ.

Тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине кӑмӑллаканскер валли Иван Христофоровӑн «Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ» юррине хӑй вӑхӑтӗнче ӑна ҫармӑсла куҫарса панӑ. Ӑна итленӗ чух ҫынсен куҫ шывланать, теприсем макӑраҫҫӗ те тесе пӗлтернӗ хӑна «Советская Чувашия» журналистне.

#пултарулӑх, #Мари Эл, #культура, #чӑвашлӑх, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=219489
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2020.01.31 14:26
Нелли Пальмова
Ҫармӑс талантне матанхи хут Никольский ялӗнче итлесе тӗлӗннӗччӗ. Унтан - Чикмере. Чӑннипех пысӑк ӑста! Ан ватӑл,Арсен!
2020.01.31 14:28
Нелли Пальмова
Ҫармӑс талантне малтанхи хут Никольский ялӗнче Купӑрляра итлесе тӗлӗннӗччӗ. Унтан - Чикмере. Чӑннипех пысӑк ӑста! Ан ватӑл,Арсен!
Тихонов // 1123.39.5902
2020.01.31 16:00
Сармас юрасине " Хыпара " е " Таван Атала " кертмен-ши вара ? Е вал пысак тиражла хасатсене сес килештерет ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем