Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 2015 ҫулта Шупашкарта Европа ӑмӑртӑвӗ иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 09.11.2012 20:11 | 1297 хут пӑхнӑ

Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ.

Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. Шупашкар та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ.

Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа Хусана ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн. Ку енӗпе халех ӗҫлеме тытӑннӑ: хулара ҫӗнӗ пысӑк ҫурт ҫӗкленет. Ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем ҫулла Шупашкарпа паллашма килсен стадионсене ырланӑ пулин те хула пуҫлӑхӗсем вӗсене хӑтлӑлатма шантараҫҫӗ.

Чемпионата хатӗрленсе хулара мӗнлерех спорт керменӗсем тумаллине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ пуҫланнӑ теме те юрать: Афанасьев урамӗнче маунтинбайк центрне тума пикеннӗ, ҫитес вӑхӑтра физкультурӑпа спорт комплексӗн строительстви пуҫланмалла. Пӑр кермен те ҫитес ҫулта спорта юратакансене йышӑнӗ, «Атӑл» стадиона ҫӗнетӗҫ.

Чемпионатӑн хӑйӗн логотипӗпе талисманӗ те пулӗ, вӗсене конкурс ирттерсе ҫирӗплетӗҫ.

#Шупашкар, #спорт, #ҫӑмӑл атлетика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/57061.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем