Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта 23:00 сехет хыҫҫӑн та эрех туянма пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 11.11.2012 19:06 | 1686 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ тӗсӗ
Пӗлтерӳ тӗсӗ

Cаккунпа килӗшӳллӗн ҫынна ӳсӗртекен шӗвекӗн хаярӑшӗ 5% пысӑкрах пулсан ӑна лавккасенче 23:00 сехетрен пуҫласа 6:00 сехетчен сутма юрамасть. Ҫавах та Шапашкарта каҫхи вӑхӑтра асар-писер шӗвеке сутасси пирки калакан пӗлтерӳсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши хут листисене ытларах чухне подъезд алӑкӗсем умӗнче ҫыпӑҫтарса хӑвараҫҫӗ. Эрех-сӑрана килех илсе килсе паратпӑр тесе илӗртеҫҫӗ суя сутӑҫсем. Чи малтанах пӗлтерӳ хучӗсене Шупашкарта пурӑнаканесем Алькеш микрорайонӗнче асӑрхама пуҫланӑ.

Суя сутӑҫсене тытас тесе йӗрке хуралҫисем пӗлтерӳпе усӑ курса вӗсенчен икӗ кӗленче эрех туянма шухӑшланӑ. Суйӑҫсем явап тытасран ан хӑтӑлччӗр тесе вӗсем укҫана малтанах ультрафиолетпа паллӑ тунӑ пулнӑ.

Ҫитнӗ вӑхӑтра жигулин ҫиччӗмӗш моделӗпе икӗ ҫамрӑк килнӗ. Шулӗксем чее пулни сисӗннӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи вӑхӑтра эрех-сӑра сутма юраманнине аванах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унашкал ӗҫ-пуҫпа аппаланмаҫҫӗ. Вӗсем «календариксем» сутаҫҫӗ иккен, эрех кӗленчине вара парне вырӑнне парса хӑвараҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисене улталаймӑн ҫав. Суеҫӗсен автомашинине тӗресленӗ хыҫӑн полицайсем унта багажник тулли эрех кӗленчисем тупнӑ. Айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан хальхи вӑхӑтра ӗҫлемен 20 ҫулхи ҫамрӑк иккен. Ӑна йӗрке пӑснӑшӑн административлӑ протокол ҫырса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем тимлӗрех пулма, сывлӑха упрама, пӗли-пӗлмен ҫынсенчен паллӑ мар эрех туянасран сыхланма сӗнеҫҫӗ.

#Шупашкар, #Алькеш, #йӗрке пӑсни, #суту-илӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем