Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш ҫыравҫин урамӗ пулӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.02.2020 18:29 | 1150 хут пӑхнӑ
Культура
https://godliteratury.ru/events-post-reg/psevdonim-ego-vse-znayut-ydaraem-nazyv сӑнӳкерчӗкӗ
https://godliteratury.ru/events-post-reg/psevdonim-ego-vse-znayut-ydaraem-nazyv сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш ҫыравҫисен ячӗллӗ урамсем пулӗҫ-и? Асӑннӑ хулари «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова асӑрханӑ тӑрӑх, унта ҫыравҫӑсен ячӗллӗ пӗр урам та ҫук.

Калем ӑсти Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра 1983-2005 ҫулсенче пурӑннӑ Николай Ытарая аса илнӗ. Ҫав ҫурт ҫине мемориал хӑми те ҫакса хунӑ. Тутарстанра ҫуралнӑскер, унта профессионал ҫыравҫӑ пулса тӑнӑскер Чӑваш Енре хваттер илме ӗмӗтленнине ӑнланма пулать. Йывӑрлӑхпа ӳснӗ Николай Ытарай ача чунӗллӗ пулни унӑн хайлавӗсенче курӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл ача ҫуртӗнче воспитательте, клуб директорӗнче, учительте ӗҫленӗ. Талпӑнуллӑ ҫамрӑка райкомра асӑрхаҫҫӗ. Хусана комсомол путевкипе юриста вӗренме яраҫҫӗ. Пединститутра та вӗреннӗ вӑл. Анчах чунӗ те, алли те калем еннех туртӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ чӑваш ҫыравҫине халалласа урам ятне памалла тесе маларах асӑннӑ Ирина Павлова сӗннипе (ҫыравҫӑсем те, тен, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пулӗ) хула ертӳҫисем килӗшсен, чӑн та, аван пулмалла.

#ҫыравҫӑсем, #МИХсем, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 3840.12.3171
2020.02.05 19:13
Атьсемĕр, шухăшĕ лайăх-ха та, ну мĕскер çыравçă темелĕх пур Ытарйя урам ятне памалăх? Парас пулсан, Энтип Ваççи ятне памалла, тарăн шухăшлă чăн поэт . Çĕнĕ Шупашкарта нумай хушă пурăннă, ĕçленĕ, ГЭСстройра тăрăшнă.
Тихонов // 3823.79.0345
2020.02.06 11:17
Ытарай Касал тарахенче суралманчче-и ? Тен . йанашатап. Пите лайах сынчче . ача- пача литературине аталантарассишен пысак вай хуче . Хай те ача чунлачче . Илпек ана " Хевел Микулайе " тесе ченетче.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем