Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Халапри мар, чӑн пурнӑҫриех паха

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 07.02.2020 12:03 | 6700 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни)

Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем.

Чӑваш хӗрарӑмӗсен ку саманари тӗрлӗ сӑнарӗсене курӑмлӑ сӑрланӑ ҫыраҫӑсемшӗн савӑнтӑм. Литературӑн анлӑ хирне вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ ушкӑнпа харӑс тухнӑшӑн хӗпӗртесе, хамӑн татӑк-кӗсӗк шухӑша каласа хӑварас тетӗп.

Елен Нарпин «Хӗл лариччен» (Ш., Чӑв. кӗн. из-ви, 2019.— 190 с.) кӗнекинче пӗр халайпа вунӑ калав пичетленнӗ. «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавне пӗлтӗр 8-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекине кӗртнӗ.

Чекушкина Елена Петровна (Елен Нарпи, 1969, Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ), И.Н.Ульянов ячӗллӗ университет доценчӗ. филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, писатель. Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫумламан йӑран» (2007), «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» (2014), «Хӗл лариччен». Ӑслӑ та тирпейлӗ пулнӑшӑнах ӑна вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑнах чӑваш сӑмахлӑхӗн тӗпелне ӗҫлеме хӑварнӑ.

«Хӗл лариччен» халай (повӗҫ) икӗ пайлӑ. Пӗри — «Арҫын», арӑмлӑ, ачаллӑ Серуш, Петров Сергей Васильевич, пӗр фирмӑра ӗҫлекен менеджер, варлӑ хӗрарӑм куҫӗпе пӑхса ӳкернӗскер, тепри — «Хӗрарӑм», упӑшкипе уйрӑлнӑ Элина Гатамова юрӑҫӑ ҫинчен ӑна ачаранпа юратакан Ҫеруш тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пани. Тӗнче литературинче пин хут калле-малле тавӑрса пӑхнӑ виҫкӗтеслӗ те икхут-виҫхут юрату теми ӗнтӗ. Кашни ҫын, ҫыравҫӑ та вӑл шутрах, тӗнчери юмахсемпе ҫырлахмасть, хӑй те юмахра пулса курасшӑн. Елен Нарпи юмахӗ хитре, усал мар. Ырӑ шухӑшлӑ вӑл, ача чухнехи пӗрремӗш туйӑмсене мухтаса ҫырнӑ паянхи поэма теме пулать.

«Элинӑн пӗвӗ-сийӗпе сӑн-сӑпачӗ ҫеҫ мар, кӗвӗ тӗнчине парӑннӑ чун-чӗри те вышкайсӑр хитре те ӗҫсе тӑранаймп ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса иккен. Ҫакӑ вара кӑнттам чӗлхеллӗ те хивре кӑмӑллӑ, юнтарма юратакан Оля ҫумӗнче ҫӗрпе пӗлӗт пекех расна курӑнса чунӑма арӑмран пушшех те пистерекен сӑлтавсенчен пӗри пулчӗ пулас» (36 ен). Элинӑн ачалӑхӗ, азербайджан ашшӗпе темиҫе ҫултан тӗл пулни, Ҫеруша салтака ӑсатни, гастрольте пулнӑран ӑна кӗтсе илме май килменни, ӑслӑ кукамай лӑплантарни тата ытти те — пурне те Нарпи йӗркипе, тирпейлӗ те астаруллӑ ҫырса кӑтартать. «Сивӗ хӗл ларас вырӑнне евӗк ҫу каялла ҫаврӑнса ҫитнӗ» вӑхӑт хайлав геройӗсемшӗн ҫеҫ мар, вулаканшӑн та савӑк.

Ҫемьери пӑтравлӑ кунсенче Серуш арӑмӗ Оля сыватӑша лекет. «Сергейӗн арӑмне сарӑмсӑр машина ҫапса кайни сасартӑк тӑна кӗртрӗ-ши мана, е, тен, вӗсен хӗрӗпе, Аринӑпа, тӗл пулни-ши».»

«— Ҫеруш, — терӗм вара тӗлӗкри майлӑ,— пирӗн текех тӗл пулмалла мар. Санӑн ҫемье пур... Ют йӑвана салатакан пилсӗр хӗрарӑм пулас килмест ман».

Халая (повӗҫе) вуласа тухнӑ хыҫҫӑн вулакана пролога (умӗн каланине) тепӗр хут тишкерсе пӑхма сӗнетӗп. Унта хӗрарӑмпа арҫын хутшӑнӑвӗсем пирки пӗтӗмлетсе каланӑ. «Пур ҫӗрте те шайлашупа килӗшӳ пулмаллине асӑрхаса тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫеҫ вырӑна лартма пултарать этеме» тенипе эп килӗшместӗп. Ҫыравҫӑ хӑй те турӑ мар, ҫын хӑй ӑсӗпе-намӑсӗпе тӗрӗс ҫул суйласа илнине ҫирӗплетет. Калавӗсене те библи вӗрентӗвӗсене чиксе тултарнӑ. Кӗскен каласан, Елен Нарпи ытахалех хӑйӗн чӑн пурнӑҫа, этем чунне тӗрӗс кӑтартакан хайлавӗсенче православи мистикипе хутӑштарать. Ку унӑн калавӗсемпе повеҫӗн пахалӑхне чакарать, лайӑх япаласенех ӗлӗкхи журналсенче тухнӑ тӗн халапӗ-юмахӗ шайне антарса лартать. Вара ирӗксӗрех «пурнӑҫ мар, ребус тейӗн» (187 ен).

Елен Нарпи хӗрарӑмӗсем ӳнер тӗнчинче ҫаврӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, Галина Матвеева геройӗ — пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлесе вӗренекен хӗрупраҫ.

Галина Матвееван «Мӑшӑр ҫунат» (Ш.,Чӑв. кӗн. изд-ви, 2019.— 191 с.) кӗнекине «Пурнӑҫ пурне те авать» калав (1994) тата 12 сыпӑклӑ «Мӑшӑр ҫунат» повесть (2017) кӗнӗ.

Матвеева Галина Алексеевна (Галина Ялтра, 1957, Вӑрнар районӗ), журналист, писатель, куҫаруҫӑ, кӗнекесем пухаканӗ тата тӗременӗ (редакторӗ), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Хӑмӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013) поэма, «Мӑшӑр ҫунат»). Университетри «Ҫилҫунат» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулнӑ чухне вӑл студентсене Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче ту ҫине шур чулсемпе «Кашлатӑр Иванов вӑрманӗ» тесе ҫыртарнӑччӗ.

«Мӑшӑр ҫунат» кӗнекери хайлавсенче чӑваш хӗрӗ-арӑмӗсен ХХ ӗмӗр вӗҫӗнчи нушаллӑ-тертлӗ пурнӑҫӗ ӳкерӗннӗ.

Калавра хӑй ухмаххипе колоние лекнӗ ҫӑмӑлттай хӗрарӑм Зина ҫинчен ҫамрӑк студентка Аня каласа панӑ. Хӗр пуҫҫӑн ача ҫуратнӑ Зина пепкине урамри сак ҫине пӑрахса хӑварать, ҫакӑшӑн ӑна айӑплаҫҫӗ.

Шура аппа патӗнче хватттерте выртнӑ чухне пӗрререн пӗрре курать Зинӑна, анчах ун историне ӗмӗрлӗхе астуса юлать. Тепре 22 ҫултан лавкка умӗнче сӗт черетӗнче тӑнӑ чухне палласа илет те ӑна, калаҫса каяҫҫӗ. Зина ӗнтӗ пачах урӑх хӗрарӑм. «Пилӗк ача амӑшӗ эпӗ. Ҫемьеллӗ. Халӗ манӑн пурте йӗркеллӗ. Хама телейлӗ тесе калама та пултаратӑп. Упӑшка слесарь пулса ӗҫлет...» Вӑл, хӑй те ача ҫуртӗнче ӳснӗскер, пӑрахса хӑварнӑ ачана ывӑла илет, лайӑх пӑхать. Тупӑннӑ аслӑ ывӑл ӗнтӗ тахҫанах ҫемьеллӗ, хӗрӗ качча кайнӑ, вӑталӑх ывӑлӗ урӑх хулара вӗренет.

«Пурнӑҫ пурне те авать, ҫамрӑк чухне тунӑ йӑнӑш пӗрне хуҫать, тепринне — ӗс-тӑнне уҫать» тесе вӗҫленет калав. Ку шухӑш ыттисен хайлавӗсенче те пур. Елен Нарпи ӑна «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавӗнче психологизм витӗмӗнче кӑтартнӑ.

«Мӑшӑр ҫунат» халайри тӗп сӑнар — Шупашкарти пир-авӑр комбинатне Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнчен куҫса килнӗ хӗр Нина-Ниниле. Ӑна ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина ҫапса каять, малашнехи пурнӑҫӗ пӗтӗмпех пурнӑҫпа вилӗм хушшинче иртет.

«Тӑван чӗлхепе калаҫас килни Шупашкара илсе ҫитерчӗ. Эп саккӑрмӗш класра вӗреннӗ чухне наци шкулӗсене вырӑс чӗлхи ҫине куҫарас тапхӑр пуҫланса кайрӗ... Ку нуша ҫитмен-ха, тӑван чӗлхепе ирӗклӗн калаҫма ҫук иккен. Чӑвашла калаҫнине илтсен тӳрех асӑрхаттаратчӗҫ, ятласа тӑкакан та пурччӗ. Чӑвашла калаҫма мар, чӑвашла тӑхӑнма та чарчӗҫ шкул ачисене» (66 ен).

Шупашкар нуши ялтинчен пӗчӗк мар ҫав! Кунта ҫутӑ ӗмӗтлӗ Ниниле ним ҫук ҫӗртен (тӗрӗссипе — тискер ҫынсем таптанӑран!) ӗмӗрлӗхе хуҫӑлса-ванса юлать. Ҫапах та тӗнче усалтан кӑна тӑмасть, унта ырӑ тухтӑрсем те, амӑшӗ, тус-тантӑш, чунтан юратакан ҫынсем нумай. Вӗсем пулӑшнипех Нина куҫ курманнисен пӗрлешӗвӗнче кирлӗ ҫын пулса тӑрать, чун юратнӑ шанчӑклӑ арҫына Аванти Юманова качча тухать, Инкек татах килсе ҫапать. Авнтие авантюристсем улталаса ҫуртне сутмалла тӑваҫҫӗ, хӑйне вилӗм умне тӑратаҫҫӗ. Кулянса ӳкмест Нина, Чӑваш наци конгресӗн съездне хутшӑнать. Тухтӑрсем ачине пӑрахма сӗнеҫҫӗ пулсан та, килӗшмест. «Вилетӗп-и, чӗрӗ юлатӑп-и — ачана ҫурататӑпах». Вулакан та пин тӗрлӗ иккӗленӳллӗ шухӑшпа пӑтранать, анчах Нинилене те, унӑн ҫуралас пӗчӗк Юмановне те тӗрӗс-тӗкеллӗх сунас килет. Ҫакӑн чухлӗ асап-нуша витӗр тупнӑ шанӑҫа никамӑн та харама кӑларас кӑмӑл тупӑнмӗ.

Марина Карягина хайлавӗсем те геройсене вилӗм хӑрушлӑхӗпе тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, самани пирӗн тӗле ҫавӑн пек килсе тухрӗ пулсан!

Марина Карягинан «Хура тумлӑ арҫын» (Шуп., Чӑв. кӗн. изд-ви, 2007. 207 с.) кӗнекинче виҫӗ халай (повесть), вунӑ калав.

Карягина Марина Федоровна (1969, Патӑрьел районӗ), талантлӑ тележурналистка, поэт, таврӑнккаҫӑ (палиндромист), нумай премисен лауреачӗ, Паллӑрах кӗнекисем: «Хум пӑшӑлтатӑвӗ» (1995), «Тӑваткал тӗлӗксем» (тетралоги, 2002), «На реке Ран» (2007), «Хура тумлӑ арҫын». Студент ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ хура хурлӑха парӑнмасӑр пултарулӑх ҫулӗпе ҫирӗп утрӗ, чӑваш культурин ятне аслӑ Раҫҫей умне кӑларма пултарчӗ.

Виҫӗ повеҫрен пӗрне, тӳрех калам, кӗнеке ятне тухнӑ «Хура тумлӑ арҫын» (2001) хайлава, эпӗ ӑнланмарӑм, ҫавӑнпа савӑнса йышӑнаймарӑм. Халай вунҫичӗ вӑрӑм мар сыпӑкран тӑрать, ӑна вулама йывӑр теместӗп, анчах вӑрӑм пуплевсене тата кукӑртнӑ шухӑшлавсене тӗшмӗртсе ларма манӑн вӑй ҫитмерӗ. «Ҫын ӗретне ҫухатрӑм эп сана палланӑранпа. Ҫын мар ӗнтӗ, чӑнах та — туйӑм ейӗвӗ». Ҫапла «ейӳре пурӑнакан» хӗрарӑмсем виҫӗ кӗнекере те пур, вӗсем пурте тӗнчери шутсӑр нумай «юрату романӗсенчен» чӑваш картишне килсе ӳкнӗ пулмалла та, арҫынсем ҫинчен, юр-пӑр ҫинчен, ҫил е хӗвел ҫинчен, турӑпа шӑпа пирки философиленсех ватӑлаҫҫӗ. Хура тумлӑ арҫынна тӗмсӗлсе, «этем ӗретсӗр туйӑмсемпе юратакан пӗр чун», юратнӑ ҫынна ҫывӑхран тӳсме пултарайманскер, йӗплӗ кактус ӳстерекенскер, качча каякан Алясенчен (ашшӗн йӑмӑкӗнчен) Альбинӑсенчен (амӑшӗнчен) «пулсаҫитнӗлӗх паллисемсӗр» (87 ен) юлнӑ ватӑ хӗрарӑм, ӑслӑлӑх тухтӑрӗ, хӑйне те, ыттисене те «никамтамар» тесе улталанаканскер, выртса юратса курманскер (92), телей кӗтсех хӑйне тӑлӑх юратупа телейлӗ тесе шутлать. Шурӑ тумлӑ хӗрарӑмран (ку вӑл ашшӗпе пӗр варта ӳснӗ йӗкӗреш Аля-мӗн) ӑна вулама кун кӗнеки ҫеҫ Атӑл хӗрринче выртса юлать. Халап пекех вӗҫленет хайлав: Йӗкӗрешсене «паян манӑн пӗрле пытармалла... пӗр шӑтӑка... тен, Шурӑ тумлӑ аппана ҫӗртен малтан тӳпе йышӑнса ӗлкӗрнӗ»...

Тӳпе сӑнарӗ «Ялавсӑр тӳпе» (1991) повӗҫре Татьяна артистка урлӑ тата уҫҫӑнрах палӑрать. Каллех — кун кӗнеки, Люда Чемоданова студентка ҫырса пынӑскер. Кунта вара юрату-савӑшу ӳкерчӗксем пурнӑҫранах, Ӗлӗкхи философ Фома Аксинскин сисӗмлӗх (интуици) шайӗнче мар. Мӗне тӑрать йӑр-япӑш Василиса студентка, мӑнтӑркка кахал Оксана Сулахай, алла лекнӗ хӗрсен спискине тӑсасшӑн вӗлтӗртетекен Патӑрьел Шишки, хытӑ пуҫлӑ Эльмира, унӑн сивӗ сӑмахӗшӗн ҫакӑнса вилнӗ Петя, тӗлӗкри Виктор. Ку повӗҫре — асра юлакан сӑнарсем. Вӑхӑчӗ те — патшалӑхӑн «ялавсӑр тапхӑрӗ», аркану, эксперимент вӑхӑчӗ. Героиня парӑнасшӑн мар: «хулан чи ҫӳллӗ ҫурчӗ тӑррине хӑпарса Таса Юрату ялавӗ ҫакӑп: туй каҫӗнче юнланнӑ простынь». Ак сана! Сӗмсӗр Патӑрьел Шишки тапӑнсан Таня ҫӳлти хутран сиксе хӑтӑлать, Юрату Ялавне упраса хӑварать вӑл, Викторпа пӗрле пулать, ҫӗршыв ҫийӗн ирӗклӗ те мӑнаҫлӑ ялав вӗлкӗшме тытӑнасса ӗненсе пурӑнать.

Ҫил-тӑманра пурнӑҫшӑн вилӗмпе кӗрешсе тупнӑ иккӗмӗш юрату Ирук хӗрупраҫӑн тӗлӗнтермӗшӗ пулать-тӑрать («Иккӗмӗш юрату» халай). Аппӑшӗ патне яла ҫитме тухнӑскере, ҫул ҫинче ҫухалса кайсан хӑйӗн шкулти пӗрремӗш юратӑвне аса илсе пӑтранакан Иринӑна вокзалта паллашнӑ Олег юлашки вӑй-халпа шӑнса хытасран хӑтарать. «Ӑсатса яр мана аппасем патне, ял хӗрринчи виҫҫӗмӗш ҫурт, хӗвеле кутӑн. — Мӗн.— тӗлӗнсе хытрӗ каччӑ. Эпӗ шӑпах ҫавӑнта пурӑнатӑп. Эппин... Манӑн инкен йӑмӑкӗ-и вара эсӗ. Ленӑн йӑмӑкӗ-и.»

О.Генри пекех кӗтмен самантпа вӗҫлеме пӗлет хайлавӗсене Марина Карягина. Ҫакӑ та ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗн пӗр енӗ.

 

* * *

Хӗрарӑм ҫыравҫӑсем ҫутатса панӑ чӑваш хӗрӗ-арӗ ҫинчен вуланӑҫемӗн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ҫуралать. Килӗшмелли те нумай, хӑш-хӑш вырӑнта тавлашас та килет. Ман шутпа, ним тӑхтаса тӑмасӑр ачасемпе яш-кӗрӗме ухмахла вӗлерӳ-ҫарату е ҫарапаккалӑх витӗмӗнчен сыхланма вӗрентекен кӗнекесем кирлӗ. Эпӗ вуланӑ повӗҫсем шӑпах ҫавӑн ҫинчен (вӗсене аслӑ класс ачисем валли кӑларнӑ), анчах ачасене ансатрах хайлавсемпе тӑн памалла-тӑр. Хунав яш-кӗрӗм философийӗ чӑваш халӑхӗн питӗ ҫирӗп пулнӑ, темшӗн кучух ӑна писатель пуҫпа кут-пуҫ юмахӗпе хуплама тӑрӑшатпӑр. Юрӑхлӑ мар капла!

Чӑваш пӑраснине (прозине) маттур хӗрарӑмсем хӑюллӑн та пултаруллӑн кӗни пур енчен те мухтамалли пулӑм. Вӗсем литература ӗҫне тӗплӗ пӗлеҫҫӗ, геройӗсем сӑваплӑ, чӗлхисем таса та пуян, ӗртӗсене (сюжетсене) кукӑртса вулакана астарма та ӑста. Халлӗхе вӗсен хайлавӗсенче хӑйсен пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе сӑнарсем тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. Паллах, ҫыравҫӑ ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй кӗнекине ҫырать теҫҫӗ. Анчах халӑхри вӑхӑт кӑткӑслӑхне халлӗхе Ульха Элмен, Галина Матвеева, Марина Карягина кӑшт анлӑрах ярса илнӗ. Елен Нарпие тата кунта асӑнман ыттисене те хӑйсен паттӑр Нарспийӗсемпе Салампийӗсен чун вылявне тӗнчери чӑваш ытамӗнчи ӗҫсенче кӑтартма сӗнетӗп — унсӑрӑн халӑха кирлӗ те вӑхӑта ҫӗнтерекен хайлавсем ҫуратса пама пулаймӗ.

Виталий Станьял

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#литература, #чӑваш чӗлхи, #хаклавсем, #кӗнекесем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тихонов // 4021.83.5960
2020.02.07 23:09
" Вис херарам --пер пасар ".--тене ваттисем. Пирен херарам -сыравсасем пирки каламан пек туйанать сакна. Весем вулакана хумхантаракан санарсене калаплама ханахса ситрес. Калавпа повесть сес мар . роман сырма та вай ситмелле. Ан уркенер . маттур пулар яланах.
Кукша // 2202.74.5130
2020.02.08 00:50
Чӑваш арӑмӗ кӑмака кукринчен тинех ирӗке тухрӗ Унӑн тинех калав, повесть, роман ҫуратма та хӑват пур!
Халь хӗрарӑмсем (Сачкова, Силэм т.ыт.) ҫырнӑ романсене Станьял анчах вулать-им? Халӑх вулать.. Вӗсене ял ҫынисем пит юратса йышӑнчӗҫ те ҫӗннисене кӗтеҫҫӗ.
.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем