Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: Атӑлҫи халӑхӗсен пӗлӳ пухмачне хатӗрленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.11.2012 11:42 | 1829 хут пӑхнӑ

Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать.

Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ.

Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ.

#Чӑваш Ен, #Тутарстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Самар, #Самар облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #чӑвашсем, #кӳршӗсенче

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i399.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем