Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: К. Иванов тӗпелӗнче Ҫеҫпӗл ячӗпе иртнӗ флеш-моб

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анна Лукина 15.11.2012 16:25 | 1670 хут пӑхнӑ

Хальхи вӑхӑтра флеш-моб анлӑ утӑмсемпе пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче шӑпах ҫакӑн пек пулӑма асӑрхарӑмӑр. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем активлӑ хутшӑнчӗҫ ҫак мероприятие. Вӗсен пултарулӑх ертӳҫи И.И. Иванов доцент ҫул кӑтартса йӗркелесе пычӗ уява. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫак пулӑма.

Катаран каҫ килсен каҫхи кунӑн мӗлки…

Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне Ҫеҫпӗл Мишши. «Чим-ха, поэтӑмӑр ҫӗре кӗнӗ-ҫке», — текен шухӑш пырса ҫитрӗ. Унтан, витӗререх пӑхсан ҫеҫ, Ҫеҫпӗл пулманнине асӑрхатӑн. Пӗрремӗш курс студенчӗ — Владислав Московцев иккен. Сӑн-питӗнчен те касса лартнӑ Ҫеҫпӗл., тыткаларӑшӗ унӑнах тейӗн. Студентсем Ҫеҫпӗл сӑввисене вуласа пӗтерсен, факультет деканӗ, В.Г. Родионов профессор, сӑмаха малалла тӑсрӗ. Малтанах ҫакӑн пек чаплӑ уяв туса парса чуна савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш пурнӑҫӗшӗн хӗрӳ ҫуннӑ поэт», — терӗ профессор. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ В.А. Иванов профессор Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗнчи пӗр тапхӑр пирки каласа пачӗ. «Ҫеҫпӗл Мишшие халалласа 20 ҫул каялла Теччӗ районне йӗлтӗрпех кайса килнӗччӗ», — тесе палӑртса хӑварчӗ В.А. Иванов.

«Ӑмӑтр кайӑк вӗҫет ай тӳпере» юрра вӗрентекенсемпе пӗрле курма пухӑннӑ студентсем те шӑрантарчӗҫ. Ҫакӑнпа вӗҫленчӗ пирӗн пӗчӗк уяв — хальхилле каласан флеш-моб.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем