Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Александр Мироновӑн килти «Тавраш» музейӗнче пулса курчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.11.2012 18:04 | 1341 хут пӑхнӑ

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ишекри КВЦ ҫумӗнчи Андреев А.Н. ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ ялта вырнаҫнӑ Александр Мироновӑн «Тавраш» ятлӑ музейре пулса курчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнана пӗрле ветерансен канашӗн председателӗ Кудрганова Н.А., «Мӑн Марка ИКЦ» МБКУ директорӗ Нестерова И.П. пычӗҫ.

Александр Николаевич Миронов — тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ, вӑл хӑйӗн килӗнче музей йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑй хурса ӗҫленӗ хыҫҫӑн музейри экпонатсен шучӗ пинрен те иртнӗ. Шел те, сывлӑх хавшанӑран час-часах тухса ҫӳреймест вӑл халь.

Хӑнасем килнӗ ятпа Александр Николаевич музейпе паллаштарчӗ, хӑйӗн несӗл йывӑсси пирки каласа пачӗ. Ишек ялӗ епле пулса кайни пирки те сӑмах хушрӗ вӑл. Музей йӗркелӳҫин кӑткӑс калавӗ хӑнасене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Тав туса вӗсем темиҫе юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Каласа хӑварас пулать: Ишекре унсӑр пуҫне тепӗр музей те пур, пысӑкраххи — Ишекри таврапӗлӗвӗн халӑх музейӗ. Ӑна 1983 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уҫнӑ, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Халӑх музейӗ ятне 1990 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Ҫапла май, Ишекре икӗ музей ӗҫлет, кашни хӑйӗн ӗҫне тӑвать.

Чӑн та, Александр Николаевич пек хастар ҫынсем пирки пурин те пӗлмелле, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ каламалла.

#Шупашкар районӗ, #Ишек, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем