Кӑҫал Чӑваш Енре шкул ҫулне ҫитменнисем валли 9 учреждени уҫма палӑртнӑ. Вӗсенче пӗчӗккисем валли 1840 вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта икӗ шкул тата Куславкка районӗнчи Куснарта шкулсем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче каланӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ.
Ларура Элӗкре ишмелли бассейн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем 6 тата тӗрлӗ социаллӑ культура объекчӗсем тума палӑртнине асӑнса хӑварнӑ.
Кӳкеҫре шкул тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта — икӗ шкул. Район центрӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем нумай хута янипе те унта ача йышӗ самай ӳснӗ. Шкулта икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Вырӑнти ертӳҫӗсем вӗренӳ учрежденине ӑҫта тумаллине хальлӗхе палӑртман-мӗн-ха. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ку ыйтӑва уйрӑммӑн тишкерме сӗннӗ.