Улатӑр хули 35,7 млн тенкӗ перекетлессишӗн 71,4 млн тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫакӑн пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ.
Хула аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫав конкурсра подрядчик организацине палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци хулари ҫутӑ перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ҫине тӑрӗ.
Хальхи вӑхӑтра хулара 125 Вт тата 250 Вт урамри 2 842 ҫутӑ лампи вырнаҫтарнӑ. Подрядчикӑн вӗсене 35 Вт, 65 Вт, 100 Вт, 120 Вт лампӑсемпе ылмаштармалла.
Пӗлтӗр Улатӑр хулинчи урамри лампӑсем 2,2 миллиард Квт ҫунтарнӑ.
Подрядчик лампӑсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫул хушшинче ресурссен 50 процентне перекетлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара улатӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, урамри ҫутӑшӑн укҫа-тенкӗ тӑкакласси ултӑ ҫулта 35 млн 736 пин тенкӗ таран чакмалла.