Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ.
Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ.
Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ.