Шупашкар хула администрацийӗ хулара общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ҫӗнӗ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫавна май патшалӑх закупкисен сайтӗнче лот уҫнӑ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 8 999 991 тенкӗ.
Хула администрацийӗ алюмини профилӗнчен хатӗрленӗ, 6-8 милимметр хулӑнӑш кантӑклӑ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Унта йывӑҫ сак лартмалӑх вырӑн та пулмалла. Саксем ан нӳрелччӗр тесе ятарлӑ сӑрӑпа сӑрламалла.
Аукцион нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Подрядчике суйласан, килӗшӳ алӑ пуссан павильонсене 25 кунра вырнаҫтармалла.