Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутмӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.02.2020 21:00 | 1022 хут пӑхнӑ
Республикӑра
krdsnus.ru сайтри сӑн
krdsnus.ru сайтри сӑн

ЧР Патшалӑх Канашӗ ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарассине ырланӑ. Ҫакна паян парламент сессийӗнче йышӑннӑ. Малашне 18 ҫул тултарманнисене ҫак япалана сутакансене штрафлӗҫ.

ЧР прокуратури никотинлӑ снюса ачасемпе ҫамрӑксене сутмалла маррине палӑртса саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Федераци саккунӗсенче ҫакна тума чаракан статьясем ҫук, ҫавна май снюса кирек хӑш ӳсӗмри ҫын туянма пултарнӑ.

Малашне Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутнӑшӑн граждансене – 3,5-5 пин, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин, юридици сӑпачӗсене 50-100 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ.

#саккунсем, #Патшалӑх Канашӗ, #штрафсем, #ачасем, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мирон Толи // 4119.60.8367
2020.03.01 14:48
Снӳс - шӗвет япали. Европа Пӗрлешӗвӗн ытти ҫӗршывӗсенче ӑна сутма чарнӑ. Шӗветре вӑл историллӗ-культурӑллӑ япала тесе исключени тунӑ - сутма чарман. Шӗветре тем те пултӑр, культура-и, традици-и. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки мар вӑл. Кирлӗ мар сывлӑха пӗтерекен никотин япали.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем