Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Антарктидӑра ҫӗнӗ утрав асӑрханӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кавĕрле Çтаппанĕ 05.03.2020 15:33 | 1435 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Полярти тӗпчевҫӗсем Thwaites Offshore Research (THOR) проекта хутшӑнакан полюс таврашне тӗпчекенсем статья пичетлесе кӑларнӑ, унта вӗсем тӗнчери ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула Антарктида ирӗлсех пынине кӑтартса панӑ.

Температура ӳсни пӑр сийне пӗтерет, ҫапла май нумаях пулмасть ӑсчахсем унччен пӑр айӗнче пытаннӑ ҫӗнӗ утрава тупса палӑртнӑ.

Тӗпчевҫӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ООН пӗлтернӗ юлашки кӑтартусемпе килӗшӳллӗн пирӗн планетӑн ӑшӑ виҫи, 2011-2015 ҫултисемпе танлаштарсан 0,2° С таран хӑпарнӑ. Ҫӗр чӑмӑрӗн паян кунхи пӑрланнӑ лаптӑкне 40 ҫул каяллахи кӑтартӑвӗсемпе танлаштарсан тинӗсри пӑр йышӗ кашни вунӑ ҫул хушшинче 12% чакать.

Пӑр ирӗлӗвӗн хӑвӑртлӑхӗ уйрӑмах 2015-2019 ҫулсенчи сӑнавсенче палӑрать, ҫавна май тӗнче ҫанталӑкӗ ӑшансах пыни пирки ним иккӗленӳсӗр калама май пур.

Юлашки анлӑ тӗпчев вӑхӑтӗнче Хӗвеланӑҫ Антарктидӑри ледник Туэйтс пӑрлӑхне тӗпченӗ, паянхи куна илес пулсан вӑл арканма пултаракансен йышне кӗрет. Хӑйӗн пысӑк калӑпӑшне пула вӑл тӗнче океанне хӑрушлӑх кӑтартса тӑрать.

«Территорине тӗпченӗ май эпир халиччен пӗлмен утрава асӑрхарӑмӑр, унӑн виҫи 634 000 тӑваткал фут (58,9 пин тв.м.) шутланать. Ку виҫе вара Аслӑ Британири Виндзор замокӗпе пер тан», — пӗлтереҫҫӗ полярниксем.

Ҫӗнӗ утрава Сиф ята панӑ, нумаях пулмасть унта пӗрремӗш хут ӑсчахсем те пулса курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гранитран тӑракан утрав, майӗпен пӑр сийӗнчен тасалса пыать. Ӑсчахсем хӑйсене утрава чи малтан уҫакансен йышне кӗртмеҫҫӗ, шӳтлесе ҫапла клаҫҫӗ: «эпир унта ҫитичченех тип ҫӗр ҫинче тюленсене асӑрхарӑмӑр».

#Аслӑ Британи, #ҫанталӑк, #пӑрлӑхсем, #тӗнчере, #Антарктида

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.ridus.ru/news/321145
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тихонов // 3355.15.3187
2020.03.05 18:44
Мухтав . мухтав Каверле Стаппанне---пуянлатре сынсен ас--танне! Телентермелли нумай сав сут тенчен . утрав сиксе тухна шыв айенчен . Укерчекне те ларт . Стаппан . пурте курмалла--тен . унта кайса пуранмалла ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем