Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫыравҫӑсем Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.03.2020 19:17 | 1600 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Кун пирки республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.

Ҫыравҫӑсемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов тӗл пулнӑ. Вӗсем, сӑмах май каласан, иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.

Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе хальхи чӑваш литературин хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.

Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Унтан вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

#ҫыравҫӑсем, #культура, #тӗлпулусем, #депутатсем, #партисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 2129.33.6300
2020.03.07 16:35
Туркай, йăнăшан эс. Николай Максимова паллайман пулмалла эс? Сергей Семеновпа Кипеч хушшинче тăрать. Максимов та çыравçă пулмасан, кам тата çыравçă?
Agabazar // 2693.93.2903
2020.03.07 19:47
Agabazar
Чăвашшăн никам та ытлашши мар. Ытлашши çын çук пирĕн.
Варык // 1726.84.3785
2020.03.08 19:51
вулакан мадам филипофа.максимов писатель паллах.ыттисем пИсательсем?
Валери Туркай // 3973.68.2412
2020.03.09 04:34
Николай Максимов пур-и вара унта?
Валери Туркай // 1630.62.0912
2020.03.09 13:22
Николай Николаевич пур иккен! Унран каҫару ыйтатӑп!
Эп мӗншӗн сассӑма патӑм хальхинче...
КУН ПЕК тӗлпулусене КУН ПЕК, ячӗшӗн, йӗркелесе ирттрмеҫҫӗ! Ӑҫта правлени членӗсем - Пушкин, Кервен? Ӑҫта Сементер, П.Афанасьев, Ю. Артемьев?..
Аксаков вӑл "50 ҫул тырӑ-пулӑсӑр" колхоз председателӗ мар! Вӑл - Дума депутачӗ тата О.Николлаевӑн аслӑ юлташӗ!
Кун пек тӗлпулусене тӗплӗн хатӗрленсе ирттереҫҫӗ, фотокамерӑпа кинокамера валли мар!
Проблемӑсем - пин-пин! Халь хи-хи, ха-ха вӑхӑчӗ мар!
Е Филиппова ЫТТИСЕМ аркатайманнине аркатас тет-и?..
Пулӗ те! "Тӑван Атӑл" шайне антармаллипех антарса лартнӑ пек. Вӗсенчен,Кибечпе иккӗшӗнчен, ЫРРИНЕ кӗтмелли ҫук.
Валери Туркай. 89278555460
Вулакан // 9034.9.3268
2020.03.10 22:19
Туркай ялан такампа сапасать. Мен ситмест ана? Вара Леонтьев та сыравса мар-и? Хайне "Хыпара" пачес, меншен вайлатмаре хасата, журналсене? Леонтьев мен кана тумаре, ку все сапасать силармансемпе. Арсын пек пул-ха.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.11 19:14
"хӑш-пӗр ҫивӗч ыйту" суйлав тата укҫа ӗнте ? Суйлав умӗн халӑхпа пӗрле тесе ятне тумалллах ? Суйлав е сасӑлав ҫук чух ҫапӑнса иртсе кайсан та паллас ҫук ? Гражданская позиция - темле пулсан та влаҫпа кӑна пӗрле .
Валери Туркай // 1039.96.4040
2020.03.12 06:06
"Вулакана".
Эп Арҫын иккенне пӗлессӳ килет пулсан, аноним-"паттӑр" тусӑм, шӑнкӑравла, ара, тӗл пулатпӑр, калаҫатпӑр.
"Хыпарта" 11 уйӑх эп МӖНЛЕ тата еплерех лару-тӑрура ӗҫленине ҫинчен, ман шутпа, эс аван пӗлен.
Леонтьев "Хыпара" МӖН ПАТНЕ ҫитерни пирки те эс пӗлместӗн мар.
Так штӑ пӑштик пул, тӑванӑм!..
...Ирхи салам пурсӑра та, Чӑвашсем! Телейлӗ пулӑр! Паян та, ыран та!.. Яланах! Ан манӑр: эпир - Аптраман таврашӗ!
Пурнатпӑр-ха!
Туркай.
Agabazar // 3051.41.9987
2020.03.12 18:34
Agabazar
Кипече ма пит хурлатӑр вара?
Ехрем Хуҫа ҫинчен пьеса ҫырса пачӗ вӗт сире, тата мӗн кирлӗ вара?
Пьеса ҫырасси вӑл, ачамккӑсем, ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ай-хай пит йывӑр!
Авӑ эпӗ "Сутра" момедийӗн иккӗмӗш пайне ҫырма вунӑ ҫул каяллах конкурс тӑратнӑччӗ.
Тем, ҫак конкурса хутшӑнас текенсем курӑнсах каймаҫҫӗ-ха.
Йывӑр ҫав ӗнтӗ, йывӑр. Ним те тӑваймастӑн.
Кукку // 3000.76.3861
2020.03.13 19:11
Туркай, "Хыпарта" МĔНЛЕ лару-тăрура ĕçленĕ-ке эс, каласа пар-ха. Тата "Хыпара" ху МĔН ПАТНЕ илсе çитертĕн?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем