Мурманск облаҫӗнче вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене Чӑваш Енри ҫын – Анна Головина – пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак регионта пурӑнакансем министр вырӑсла тӗрӗс ҫырма пӗлменнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Анна Головина Инстаграмри страницине постсем лартать. Подписчиксем вӑл ҫырнӑ текстсенче йӑнӑшсем пуррине асӑрханӑ. Анна Головина хӑй хутшӑннӑ пӗрремӗш мероприяти пирки ҫырса хунӑ. Страницӑна пӑхса тӑракансем текстра, 5 предложенире, 8 йӑнӑш асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӳреллӗ пӑнчӑсем лартман. «Чтобы» сӑмаха икӗ сӑмахпа ҫырнӑ.
Подписчиксем кун тӗлӗшпе комментарисем хӑварнӑ, анчах Анна Головина вӗсем ҫине нимӗн те хуравламан.
Пулкар // 2241.71.2169
2020.03.21 15:15 | |
Agabazar // 3931.19.9289
2020.03.22 10:00 | |
Чăвашран тухман вăл, Хабаровскран. | |
Пулкар // 2241.71.2169
2020.03.23 11:37 | |
власовецсене пур-пӗрех, хӑть Хабаровск , хӑть Шупашкар, вырӑсмар ҫыннысене йӗплемелле! Чӑвашсен хӑйсен юхӑмне пуҫламалла - "Декларация 24 октября 1990 года". Унсӑрӑн пире пӗтермеллех пӗтерӗҫ! |
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Анна, эсир чӑваш пулсан текех ҫырӑр чӑвашла, е англипе франци чӗлхипе!!!