Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ ачана амантнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна суд явап тыттарма йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӑрӑм ялӗпе хӑйӗн машинипе вӗҫтерсе пыраканскер 13-ри ачаран иртес тенӗ. Лешӗ велосипедпа ярӑннӑ. Велосипедистран иртсе кайнӑ чух водитель хӑвӑртлӑха чакарман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Машина ҫапса кайнӑ ачан сывлӑхне хытах амантнӑ.
Суд депутат тӗлӗшпе ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн ҫуран ҫӳреме тивӗ, мӗншӗн тесен транспорт рулӗ умне ларма юрамасть тесе йышӑннӑ. Следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.