Пирӗн ҫӗршывра юридици пулӑшӑвӗ паракан портал уҫма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ресурс «мӗн тумалла?» ыйтӑва хуравлама пулӑшӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, право ыйтӑвӗсене юристсем он-лайн тата тӳлевсӗр хуравлӗҫ.
Раҫҫей Юстици министерстви «О едином государственном портале правового просвещения и бесплатной юридической помощи» (чӑв. Право ҫут ӗҫӗн тата тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗн пӗрлехи патшалӑх порталӗ ҫинчен) ятпа правительство йышӑнӑвне хатӗрленӗ.
Портала 2021 ҫулта ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ.
Порталта ваккат тата нотариус сӗнӳ-канашӗ пулӗ. Кӑткӑс ыйтусем пулсан профессионал юристсен списокӗпе паллашма май килӗ. Регионсенче вырӑнти саккунсемпе норматив докуменчӗсем вӑйра тӑнине кура вӗсен сегментне те пӑхса хӑварӗҫ.