«Ҫамрӑксемшӗн ҫул пур ҫӗрте те уҫӑ, ватӑсене пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ», — ҫапларах йӗркесемлӗ вырӑсла юрӑ пулнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Чӑваш Енре те ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑлать, ваттисен вара хӑйсене сума сунишӗн савӑнасси ҫеҫ юлать. Сӑмахӑмӑр — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пулас улшӑнусем пирки.
Асӑннӑ парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри уйрӑма ертсе пыма шанасшӑн иккен.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Юрий Кислов отставкӑна кайӗ.
Agabazar // 1642.29.6790
2020.03.25 19:43 | |
Савăнмаллисем çукрах кунта. | |
Хамӑр ял // 3357.71.6964
2020.03.26 00:18 | |
Ҫак майра чӑвашсене, Чӑваш Республикине ҫич ют! Ӑна Чӑваш Ене Путин парти янӑ. Аршинова Чӑваш Енче кӗтмен хӑна кӑна. Вӑл килелле Приднестровье пата таврӑнтӑр. | |
Agabazar // 1642.29.6790
2020.03.26 13:27 | |
Таврăнтарма хăтланса пăх-ха эппин. | |
Хамӑр ял // 2209.52.9889
2020.03.26 14:56 | |
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партишӗн суйлавӗнче суйлама кирлӗ-и? | |
Ярухха // 1932.21.1615
2020.03.27 13:17 | |
Пересидентсен партийĕ Чăваш енче пĕр шанчăклă çын та
тупайман-ши вара... Ку аптраммалла кулăш вĕт.... |