Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Чӑваш Енри кӑшӑлвирус — ҫӗнӗ информаци [4 ҫын чирленӗ, 1 сывалнӑ, 0 вилнӗ] (ОНЛАЙН)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.04.2020 10:00 | 5165 хут пӑхнӑ
Онлайн Сывлӑх

Кунта эсир чи ҫӗнӗ информаципе паллашма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Республикинче 4 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен пӗри — сывалнӑ). Унсӑр пуҫне тепӗр республика ҫынни Краснодар крайӗнче сипленет. Вилнисем хальлӗхе ҫук-ха.

#сывлӑх, #коронавирус, #чир-чӗр

Кӳршӗрен килнӗ ырах мар тепӗр хыпар: Чулхула облаҫӗнче кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнӗ икӗ карчӑк вилнӗ — пӗри 80 ҫулта, тепри 83 ҫулта пулнӑ. Пурӗ кӳршӗри тӑрӑхра 47 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен 22 — паян). Тӑваттӑшӗ сывалнӑ.

Тӗплӗн кунта вулама пулать: tass.ru/obschestvo/8167653

Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика:

• АПШ (330 пин /паян +18,8 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 9,4 пин вилнӗ);

• Испани (130 пин /+4,6 пин/; вӗсенчен 12,4 пин вилнӗ);

• Итали (129 пин /+4,3 пин/; вӗсенчен 15,9 пин вилнӗ);

• Германи (100 пин /+3,9 пин/; вӗсенчен 1,6 пин вилнӗ);

• Франци (91 пин /+~15 ҫын/; вӗсенчен 7,5 пин вилнӗ);

• Китай (82,6 пин /+30 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ);

• Иран (58,2 пин /+2,5 пин/; вӗсенчен 3,6 пин вилнӗ);

• Аслӑ Британи (47,8 пин /+5,9 пин/; вӗсенчен 4,9 пин вилнӗ);

• Турци (27,1 пин /+3,1 пин/; вӗсенчен 0,6 пин вилнӗ);

• Швейцари (21,1 пин /+595 ҫын/; вӗсенчен 0,7 пин вилнӗ).

Кун хушшинче кӑшӑлвируспа чирленӗ пин ытла ҫынна ҫавӑн пекех Канадӑра (1,5), Бельгире (1,3), Голландире (1,2) тупса палӑртнӑ.

Кӑшӑлвирус тупса палӑртнин йышӗпе Раҫҫей ӗнерхи пекех 22-мӗш вырӑн йышӑнать. Ыран та паянхи пекех 658 пекех нумай тупсан Норвегипе Австралине иртсе кайма пултаратпӑр (Норвегипе Австралире паян 137 ҫӗнӗ ҫынна кӑна тупнӑ...). Раҫҫейрен аяларахра вырнаҫнисенчен Перу, Польша, Пакистан ҫӗршывӗсене асӑнма пулать — вӗсенче йыш хӑвӑрт хушӑнса пырать.

COVID-19 ҫаклатнӑ чӑваш велосипедҫи пирки: вӑл сывалнӑ. Халӗ Чӑваш Республикине таврӑннӑ. Ҫавах та сакӑр ҫынна кӑшӑлвируспа чирлеттерме ӗлкӗрнӗ тет — халӗ вӗсем Геленджикра сывалаҫҫӗ.

Кунтан: www.kuban.kp.ru/online/news/3823443/

Газшӑн, шывшӑн, электроэнергишӗн, тата ҫавӑн пекех ҫуп-ҫапшӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн правительство пени илме чарнӑ. Постановление Михаил Мишустил акан 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку йӗрке ҫулталӑк вӗҫӗччен пырӗ.

//Чӑваш Республикинче пени майӗпе сайра хутра тӳлеменнисене хӑраткалатчӗҫ. Ҫавах та ку енӗпе «МВК «Экоцентр» анлӑ усӑ куратчӗ — пӗр уйӑх тӳлемесенех 100% пени ҫырса паратчӗҫ. Ҫакна вӗсем саккун ирӗк панипе сӑлтавлатчӗҫ.

Кейӳ хулин влаҫӗсем урамра маскӑсӑр ҫӳреме чарнӑ. Чару тунтикунран (ыранран) пуҫланӗ.

Кӑшӑлвирус тупса палӑртман регионсем сахаллансах пыраҫҫӗ. Паян, сӑмахран, Карелинче икӗ ҫынна тупнӑ. //Мари Эл ҫутӑ-сарӑ тӗсрен сарӑ тӗсе куҫмалла...

Кӳршӗри хыпар: кӑшӑлвирус ернӗ ҫынсен шучӗ Мари Элте 13 ҫитнӗ! Тепӗр май каласан, тата 9 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсем пурте маларах чирлесе ӳкнисемпе хутшӑннисем.

Асаилтерер, Мари Элте тупса палӑртнӑ пӗр хӗрарӑм Мускавран киле Шупашкар урлӑ кайнӑ.

Турцинче кӑшӑлвирусран сиплемелли вакцинӑна чӗрчунсем ҫинче тӗрӗсленӗ тет. Тӗрӗслев ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Малалла ӑна ҫынсем ҫинче тӗрӗслемелле, вара чирлисене вакцинӑлама май пулӗ.

tass.ru/obschestvo/8167389 — Таинландра кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ 48 ҫулти Раҫҫей ҫынни вилсе кайнӑ тет.

Таиландра паянхи кун тӗлне 6 Раҫҫей ҫынни кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсем — 28–60 ҫулти хӗрарӑмсем.

Кӑшӑлвируса пула Ливи премьерӗн вырӑнне маларах йышӑннӑ Махмуд Джибриль вилнӗ тет. Вӑл 68 ҫулта пулнӑ. COVID-19 ҫаклатнӑ хыҫҫӑн Египетри пульницӑра сипленнӗ.

Кӑшӑлвирус ҫын статусне те пуянлӑхне те пӑхса тӑмасть...

Кӑшӑлвирус сирӗн организма лекнин уйӑрса илмелли палӑрӑмӗ: температура хӑпарса кайни. Кун пирки ПТССО элчи Маргарет Харрис каланӑ.

«Чирлисем ҫӗр варринче вӑранса каяҫҫӗ те кӑмӑл пӑтраннине туйса илеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене питӗ япӑх туяҫҫӗ, мӗн пулса иртнине ӑнланмаҫҫӗ. Вӗсен температури хӑпарса кайнӑ... Унтан вӗсем сасартӑк сивӗ пулнине, чӗтренине туяҫҫӗ...» — ӑнлантарнӑ Харрис. Кунашкал палӑрӑм чирлесе ӳкнӗ 90% ҫыннӑн палӑрать.

Кунтан: www.rbc.ru/rbcfreenews/5e8a07109a7947012e96b3ee

Чӑваш Енре тунтикунран пуҫласа чылай предприяти-савут ӗҫлеме пуҫланӑран общество транспорчӗ те тӑтӑшрах ҫӳреме тытӑнӗ. Аса илтерер:ку эрнере РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе чылайӑшӗ каннӑ. Владимир Владимирович ҫакна кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышне чакарас тӗллевпе йышӑннӑ.

Чӑваш Енре самоизоляцие пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслекен 36 мобильлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Унта полици, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, тӳре-шара кӗнӗ. Вӗсем чи малтанах ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем карантина мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Чӑваш Енре унашкал 923 ҫын, вӗсенчен ҫурри - Шупашкарта.

Тутарстанра килтен тухма кирлӗ СМС илмелли йӗркене ҫӑмӑллатнӑ. Енчен те маларах хушамат, ят тата ытти даннӑйсем пӗлтермелле пулнӑ пулсан, халь вара паспорт даннӑйӗсем кӑна ҫителӗклӗ.

Мускавпа Питӗртен килнисене ҫавӑн пекех 14 кунлӑх карантина Норильскпа Красноярск хупма тытӑннӑ.

Вӑрмарти хӗрарӑм пирки тата сас-хура ҫӳрет... Анчах те тӗрӗс, те суя... Официаллӑ ун пирки пӗлтермен-ха. Кӗтес пулать.

Томскра ытти регионсенчен килнисене 14 кунлӑх карантина хупма тытӑнӗҫ. Мускавран вӗҫсе килнисене — пурне те. www.kommersant.ru/doc/4314954  

Чӑваш Республикин тӗп хулине, Шупашкара, Мускаврай пуйӑс ҫӳрет-ха. Самолетсем вара вӗҫме пӑрахнӑ. Ҫӑвӑн пекех муниципалитетсене ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене чарса лартнӑ...

Раҫҫейре паян миҫе ҫыннӑн COVID-19 кӑшӑлвируса тупса палӑртнин статистикине пӗлтернӗ. Калӑпӑр, кунта паллашма пулать: www.kommersant.ru/doc/4314868?from=main_sujet ?

Пурӗ 658 ҫыннӑн ҫӗнӗрен палӑртнӑ. Вӑл шутра! Чӑваш Республикинче пӗр тӗслӗх те ҫук. Пирӗн тӑрӑхра малтанхи пекех 1 ҫын кӑна чирленӗ тесе кӑтартаҫҫӗ.

Кӳршӗсене илес пулсан, Чулхула облаҫӗнче — 22 ҫыннӑнне тупнӑ. Ӗнер пӗр тӗслӗх те пулман вӗсен...

Чи нумаййи — Мускавра тупнӑ. 536 тӗслӗх. //сӑмах май, Чӑвашра тупнӑ кашни ҫӗнӗ тӗслӗх Мускавра анализ панӑ. Тен, вӗсене унта шута илнӗ?..

Нумай пулмасть, ӗнер кӑна, Собянин ҫапларах пӗлтернӗ: «Воронов пульница строительстви тепӗр стадие куҫнӑ. Тӗп строительство, корпуссен ытларах пайӗнче монтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, общежитире монтаж ӗҫӗсене вӗҫлесси юлать. Паян отделка ӗҫӗсене, комплектацилессине тата медицина оборудованине вырнаҫтарассине пуҫлама пулать, реанимаци уйрӑмӗсенчен пӗринче ку ӗҫе тунӑ ӗнтӗ, унта ӗҫе вӗҫленипе пӗрех ӗнтӗ» (Собянин сӑмахӗсене Яндекс.Куҫаруҫӑ урлӑ куҫартӑмӑр…).

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Мускаври Бабенки ялӗ патӗнче хӑвӑрт хӑпартмалли материалсенчен инфекци пульницине тӑвас шухӑш пуш уйӑхӗнче паллӑ пулнӑччӗ. Пушӑн 10-мӗшӗнче ӑҫта тумалли вырӑна суйланӑччӗ. Пушӑн 12-мӗшӗсенче ӑна хӑпартма пуҫланӑччӗ. Хута яма ӑна ҫак уйӑхра шантараҫҫӗ.

Сӑмах май, Китайри Уханьте ҫӗнӗ пульницӑна 10 кун хушшинче туса лартнӑ. Собянин та 2 эрне панӑ тет-ха та, анчах хушу панипе ӗҫ тӑвасси хушшинче уйрӑмлӑх пысӑк пулас.

Ҫӗнӗ Мускаври инфекци пульницине туса ҫитереймен, анчах ҫынсен пурнӑҫне вӑл илсе кая пуҫланӑ та тет. Палаткӑсенче пушар тухнӑ иккен — 1 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар палаткӑна ӑшӑтакан кӑмакаран тухнӑ тет.

Тӗплӗнрех кунта: tass.ru/proisshestviya/8165769

Енчен те маларах кӑшӑлвирус ертесрен Китайран килнӗ ҫынсене пурне те карантина хупатчӗҫ пулас, халӗ вара Раҫҫей ҫыннисене хупмалла пулас. Тӗп Китай телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 13 КНР гражданинӗн кӑшӑлвируса тупса палӑртнӑ — вӗсем пурте Китая Раҫҫейрен таврӑннӑ.

Малтан вӗсем Мускавран Владивостока вӗҫсе ҫитнӗ, кайран чикӗ урлӑ автобуссемпе хӑйсен машинисемпе каҫнӑ, Суйфэгьхэне ҫитнӗ. Кунта вара вӗсене пурне те карантина хупнӑ. Анализ илнӗ те вунвиҫҫӗшӗн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. Тӗплӗнрех кунта: rg.ru/2020/04/05/reg-dfo/u-13-vernuvshihsia-v-knr-cherez-vladivostok-liudej-nashli-koronavirus.html  

//Раҫҫейри Тинӗсҫум крайӗнче вара паянхи кун тӗлне пурӗ те 7 ҫынна ҫеҫ тупайнӑ.

Паянхи куна пӗтӗмлетме вӑхӑт. COVID-19 чи нумай тупса палӑртнӑ ҫӗршывсем:

1) АПШ-ра чирленисен йышӗ 300 пинрен иртнӗ (+29 пин), 8,3 пин ҫын вилнӗ;

2) Испани иккӗмӗш вырӑна тухнӑ — 124,7 пин ку вируса ҫаклатнӑ (+5,5 пин), 11,7 пин вилнӗ;

3) Италире пурӗ 124,6 пин тупнӑ тӗслӗх (+4,8 пин), вӗсенчен 15,4 пин ҫын вилнӗ;

4) Германире 95,6 пин ҫынӑнне кӑшӑлвирус (+4,5 пин) тупнӑ, вӗсенчен 1,4 пин ҫын вилнӗ;

5) Франци пиллӗкмӗш вырӑна хӑпарнӑ — 90 пин ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине (+7,8 пин) тупнӑ, вӗсенчен 7,6 пин вируса пула ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Китайра кун хушшинче пурӗ те 19 ҫӗнӗ ҫынна регистрациленӗ, ку патшалӑх халь 6-мӗш вырӑнта. 81,6 пинрен 76,6 пин ҫын сывалнӑ, 3,3 пинӗшӗ вилнӗ.

Кун хушшинче пин ытла ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна Аслӑ Британире (+3,7), Турцире (+3,0), Иранра (+2,6), Бельгире (+1,7), Канадӑра (+1,5), Бразилинче (+1,1) тупса палӑртнӑ.

Раҫҫей кӑшӑлвирус ҫаклатнисен йышӗпе Ирландирен иртсе 22-мӗш вырӑна хӑпарнӑ.

Ӗнер эпир маскӑсем сыввисемшӗн усӑ паманни пирки ҫырнӑччӗ. Кун пирки ПТССО (WHO, ВОЗ) калани ҫине тайӑннӑччӗ.

Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Сергей Яковлев медицина маски хӑҫан усӑлли пирки ӑнлантарса панӑ: aif.ru/health/coronavirus/pochemu_ne_stoit_nosit_masku_na_ulice?

Конор Макгрегор, Ирланди кӗрешӳҫи, Китай влаҫӗсене пулӑшнишӗн тав тумалла мар тенӗ. Сӑлтавӗ вара — Китайран пулӑшу пек ярса панӑ маскӑсен, кислород баллонӗсен тата ытти таварӑн пахалӑхӗ питӗ япӑх иккен. Сӑмах май, тепӗр эрнере Минпромторг медицина маскисене ярса памалла — вӗсене вара Китайра туяннӑ...

Кун пирки кунта ҫырнӑ:

sportrbc.ru/news/5e88850d9a79478520df6d22?ruid=UET9A1xAcbCo33mDA4RJAg==&from=newsfeed

www.medicin.cap.ru/news/2020/04/04/v-chuvashii-zaregistrirovani-novie-sluchai-zarazhe — паян тупса палӑртнисем ҫинчен тӗплӗнрех Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те килтен тухса ҫӳремен тет, халь вӗсене Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вырттарнӑ.

Паян республикӑра тепӗр ҫын, тӑваттӑмӗш, кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӑл - Чӑваш Ен ҫынни, Мускавра анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илеймесӗр республикӑна хӑйӗн машинипе ҫитнӗ. Унӑн тӑванӗсенчен те анализ илнӗ халӗ. Тӗплӗнрех кунта: chuvash.org/news/24814.html.

Малтанхи хӗрарӑм пекех Мускавра анализ панӑ та результата кӗтмесӗрех республикӑна вӗҫтернӗ...

Чӑваш Енре 3-мӗш ҫынна тупса палӑртнӑ: www.instagram.com/p/B-jt0_xApeR/

Пирӗн сайт урлӑ та маскӑсем сутма пуҫларӗҫ: chuvash.org/borda (хаклӑ мар, 100 тенкӗ ҫеҫ).

Шупашкар хулин оперативлӑ штабӗ пӗлтерет:

Ирӗксӗр кану кунӗсенче те ӗҫлеме тивекен ашшӗ-амӑшӗ валли Шупашкарта 24 ача пахчи ӗҫлет. Калинин районӗнче — 8, Ленин районӗнче — 9, Мускав районӗнче — 7.

Хӑш ача пахчисем ӗҫленине кунта пӗлме пулать: www.cheboksary.ru/education/101949_v_cheboksarah_rabotajuschie_roditeli_mogut_privodit_detej_v_24_dou.htm

«ПроГород» журналисчӗсем «Мегастройра» пулса курнӑ: pg21.ru/news/63597 .

Пӗтӗмлетӳ: юсав ӗҫӗнче кирлӗ материалсем сутакан пысӑк центр, унта пурӑнма кирлӗ таварсем сутнӑ май, ӗҫлет. Суту-илӳ центрӗнче халӑх купипех — кану вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫынсем юсав ӗҫӗсем тӑвасшӑн пулас...

Раҫҫейри кӑшӑлвирус сарӑлнин хӑвӑртлӑхӗ.

Китайри Уханьре (вирус ку вырӑнтан сарӑлма пуҫланӑ) кушаксене тӗрӗсленӗ. 15% — кӑшӑлвируслӑ пулнине палӑртнӑ. Тӗплӗнрех кунта: ria.ru/20200404/1569565692.html

Чи малтан COVID-19 кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ арҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Вирусран хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл пневмонипе чирлесе ӳкнӗ. Вӑл чиртен те сывалнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.

Асаилтеретпӗр, арҫын Бразилирен таврӑннӑ май Швейцарипе Мускав урлӑ иртнӗ. Ҫапла май кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ.

«Вектор» кӑшӑлвирусран вакцинӑна чӗрчунсем ҫинче ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӗрӗслесшӗн. Ҫынсем ҫинсе — ҫулла пуҫламӑшӗнче: www.rbc.ru/society/04/04/2020/5e884c9a9a79477277b2560b?from=newsfeed

Тулӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 93 ҫулхи карчӑк вилнӗ тет. Пӗр кун маларах унӑн анализӗ вирусран сывалнине кӑтартнӑ. Ӑна киле яма хатӗрленнӗ... анчах ӗлкӗреймен.

Тӗплӗрех кунта: tvzvezda.ru/news/vstrane_i_mire/content/2020441130-voDMB.html

COVID-19 кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнисен йышӗпе Франци 5-мӗш вырӑна тухнӑ. Кӑна Яндекс.Карттӑри статистика урлӑ курма пулать. Ҫапла май Китай 6-мӗш вырӑна аннӑ. Раҫҫей вара 22-мӗш вырӑна хӑпарнӑ — Ирландирен иртнӗ.

Ивармектин эмел кӑшӑлвируспа кӗрешме пулӑшать тет. Кун пирки кунта ҫырнӑ: naked-science.ru/article/medicine/protivoparazitarnoe-sredstvo

Ивармектин — паразитсемпе кӗрешмелли препарат. Унпа пыйтӑ тата тӗрлӗ хурт-шӗвӗрӗлчен ерсен усӑ кураҫҫӗ.

Талӑк хушшинче 9 ҫын вилнӗ тет. Ҫиччӗшӗ — Мускавра, пӗрер ҫын — Тинӗсҫум крайӗнче тата Кустӑрма облаҫӗнче.

Кӑшӑлвирус тупса палӑртнисен шучӗ кунран кун чакса пырать. Ӗнер 601 тӗслӗх пирки сӑмах пыратчӗ пулсан, паян — 582 кӑна. Кӑшӑлвируспа кӗрешме йӗркеленӗ оперативлӑ штаб пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре халӗ те 1 ҫынӑнне кӑна тупнӑ иккен (тӗрӗссипе вара — 2). Кӳршӗсене пӑхсан 1 ҫын Мӑкшӑ Республикинче тупнӑ.

Украинӑра COVID-19 кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ пӗр пинтен иртнӗ. Кун хушшинче 154 ҫӗнӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑ: moz.gov.ua/article/news/operativna-informacija-pro-poshirennja-koronavirusnoi-infekcii-2019-ncov-

«Макдональдс» Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене тӳлевсӗр кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтерме тытӑннӑ. Кун пирки аслӑ шкулсенчен пӗрин вӗрентекенӗ Андрей Федоров Фейсбукра паян пӗлтернӗ.

Ҫылӑха телефонпа е Skype урлӑ каҫарттарма пулать. Кун пирки Мускав патриархачӗн чиркӳ тулашӗнчи ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ Иларион митрополит каланӑ тӑрӑх «Новости» РИА хыпарланӑ.

Паянхи кун пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енри кӑшӑлвирус таврашӗнчи информаци: пурӗ 1 870 (ӗнерхипе танлаштарсан +35) ҫынна тӗрӗсленӗ; 821 (-142) ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ; COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2 (0).

Ҫул ҫитмен ачасен хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан урӑх ҫӗре кайма юрамасть. Кун пирки Чӑваш Енре йышӑннӑ хушура каланӑ.

Ҫыраҫҫӗ: «Как языки народов РФ из школьной программы убирать, так Москва решает. А как карантин — так регионы пусть сами думают».

Чӑвашла: «Шкул программинчен РФ халӑхӗсен чӗлхине кӑларас тесен Мускав йышӑну тума хатӗр. Карантин пирки сӑмах пуҫарсан — регионсем хӑйсемех пуҫ ватччӑр».

Муниципалитетсем хушшинчи автобус ҫыхӑнӑвне чарса хурӗҫ. Кун пирки хӑйӗн Инстаграмӗнче Олег Николаев пӗлтернӗ: www.instagram.com/tv/B-hobMhAKS3/

Паянхи статистикӑпа малта АПШ — унта 21,4 пин ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн Испани пырать — 5,6 пин (хӑш-пӗрисем Испани чирлисен йышӗпе Италирен иртсе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ теҫҫӗ). Виҫҫӗмӗш вырӑнта Франци — унта кун хушшинче 5,2 пин ҫынна тупса палӑртнӑ (пурӗ вӗсен 64,3 пин ҫын чирлет). Германи тӑваттӑмӗш вырӑнта — ҫӗннисен йышӗнче 5 пин ҫын тупнӑ. Итали пиллӗкмӗш вырӑнта ҫеҫ — +4,6 пин.

Пин ытла ҫӗнӗ чирлӗ ҫынна Аслӑ Британире (+4,5 пин), Турцире (+2,8), Иранра (+2,7), Бельгире (+1,4), Голландире (+1,0) тупса палӑртнӑ.

Раҫҫей пӗтӗм ҫӗршывсем хушшинче 23-мӗш вырӑнта. Ӗнер кӑна 24-мӗшӗнче вӑл пулнӑ, паян, ав, вирус ернисен шучӗпе Чехирен (22-мӗшӗнчен 24-мӗшне паян куҫнӑ) иртсе кайнӑ.

Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика:

• АПШ (266 пин /паян +21 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 6,8 пин вилнӗ);

• Итали (120 пин /+4,6 пин/; вӗсенчен 14,7 пин вилнӗ);

• Испани (118 пин /+5,6 пин/; вӗсенчен 10,9 пин вилнӗ);

• Германи (90 пин /+5 пин/; вӗсенчен 1,2 пин вилнӗ);

• Китай (82 пин /+31 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ).

Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре йышӑннӑ хушма мерӑсем (хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ) ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ҫӗнӗлӗх ятарлӑ йышӑну тӑвиччен вӑйра тӑрӗ.

Чӑваш Енри 12 организацире маска ҫӗлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗринче, «Шупашкар трикотажӗнче», талӑкра 30 пин маска ҫӗлеҫҫӗ. Тавар федераци сечӗсене, влаҫ органӗсене, промышленность предприятийӗсене ӑсанать.

Шкулта тата техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансем ака уйӑхӗн 6-мӗшӗ хыҫҫӑн инҫет мелӗпе вӗренме тытӑнӗҫ.

Ӗҫе ҫӳрекенсене предприяти-организацисен ятарлӑ справкӑсем памалла.

«Производство организацийӗсене ӗҫлеттерме пуҫлас терӗмӗр. Анчах вӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла, дезинфекци ирттермелле, санитарно-эпидемиологи требованийӗсене тата ыттине пурнӑҫламалла», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян предприятисен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче.

Чӑваш Ене ятарлӑ пропускпа кӗртме тытӑнӗҫ.

Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре хушма мерӑсем йышӑннӑ. 65 ҫултан аслӑраххисен тата ҫивӗч респиратор вирусӗпе чирлисен килте лармалла.

Кӑшӑлвирус ҫемьесене упрать! chuvash.org/news/24799.html — уйрӑлас тесен хайхи ҫӗртме уйӑхӗччен кӗтме тивӗ пулас. Мӑшӑрланас текенсен те ҫак вӑхӑтах кӗтме тивӗ...

Кӑшӑлвируслӑ хӗрарӑма пула 7 ҫынна пульница вырттарнӑ, тепӗр вунтӑххӑрӑшне «Вӑрман юмахӗ» санаторине ӑсатнӑ.

COVID-19 тупса палӑртнӑ хӗрарӑм пирки ӗнер пӗлтернӗччӗ. Вӑл Мускавра анализ тунӑ, анчах пӗтӗмлетӗвне кӗтсе тӑмасӑр Шупашкара вӗҫтернӗ. Чӑваш Ене вӑл автобуспа килнӗ.

Кампа-кампа вӑл калаҫнине тата ҫыхӑну тытнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май 7 ҫынна пульница хунӑ, 19-ӗшне вӗсенчен — обсервацие ӑсатнӑ («Вӑрман юмахӗ» санаторие). Кӑшӑлвируслӑ хӗрарӑм карантина пӑснӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пуйӑспа ҫӳреме хӑнӑхнисене пӗлме: Канашпа Шупашкара тата Шупашкарпа Питӗре ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӳреме пӑрахӗҫ — РЖД вӗсене чупма акан 9-мӗшӗпе раштавӑн 12-мӗшӗччен чарать. Шупашкара Мускавпа ҫыхӑнтараканни вара сайрарах ҫӳрӗ — эрнере виҫӗ хут кӑна. Акан 26-мӗшӗпе ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ хушшинче тата ҫертмен 12-мӗшӗнче ҫеҫ кашни кун ҫӳрӗ. Расписани улшӑнӑвӗ вӑйра раштавӑн 12-мӗшччен пулӗ...

Тӗплӗрех кунта: pass.rzd.ru/static/public/ru?STRUCTURE_ID=5409

«Сывлӑха сыхламалли маскӑсен хакӗ ҫине влаҫрисем витӗм кӳреймеҫҫӗ», — тенӗ Иван Моторин. Ҫавах та лару-тӑру эрнерен улшӑнмалла. Ун чухне РФ Минпромторгӗ республикӑна 326 пин маска ярса памалла имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара 50–150 тенкӗллисене туянма тивӗ.

Сӑмах май, ПТССО (ВОЗ) каланӑ тӑрӑх, маскӑсем сыввисемшӗн усӑллӑ мар, кӑшӑлвирусран сыхлама пултараймаҫҫӗ. Чирлисемшӗн вара усӑллӑ — вируса анлӑ сарӑлма чарать.

Китай ертӳҫисем ака уйӑхӗн 4-мӗшне кӑшӑлвирусран (коронавирусран) вилнисене асӑнмалли хурлӑх кунӗ тума йышӑннӑ. Ку кун ялавсене антарӗҫ, хаваслӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Тӗплӗрех кунта: www.rbc.ru/rbcfreenews/5e8698909a7947457e5184a8

Медицина маскине ӑҫта туянма май пур? gcheb.cap.ru/news/2020/04/03/gde-v-cheboksarah-kupitj-maski — кунта лавккасен списокне вырнаҫтарнӑ. Хакӗсем — пӗри 80–150 тенке ларӗ.

Сарӑту облаҫӗнче кӑшӑлвирусран (коронавирусран) пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ тет. Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх унӑн ытти чирсем те пулнӑ. Ку тӑрӑхра сӑмах май, 19 ҫынна кӑшӑлвирус ернӗ, вӗсенчен пӗри ҫеҫ сывалайнӑ.

Ҫынсемпе хутшӑнмасӑр пурӑнмалли режима (режим самоизоляции) пӑснӑшӑн Ӗпхӳре пӗр ҫынна 15 пинлӗх штраф ҫырса панӑ. 33 ҫулхи арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ тет.

Пушкӑртстанра COVID-19 кӑшӑлвирус ернӗ пурӗ 10 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсенчен ҫурри — 5-ӗшӗ — сывалнӑ та ӗнтӗ.

Ирӗксӗр кану тапхӑрӗ COVID-19 сарӑласси тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркене кӗрсен ҫеҫ вӗҫленме пултарӗ — ҫапларах пӗлтернӗ президентӑн пресс-ҫыруҫи Дмитрий Песков. Асаилтерер, паян Раҫҫейре 601 ҫӗнӗ тӗслӗх палӑртнӑ, пурӗ вара ку кӑшӑлвирус 4 149 ҫынна ернӗ.

Кӳршӗре: Хусана килекенсемпе унтан тухакансене пурне те тӗрӗслеҫҫӗ тет. Пурӗ 14 пост йӗркеленӗ. Документсене тӗрӗслеҫҫӗ, ҫула тухма сӑлтав пуррипе ҫуккине. Асаилтеретпӗр, кӳршӗри хулара ӑҫта та пулин каяс тесен СМС урлӑ регистрациленмелле, ҫула тухнин сӑлтавне кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ килтен тухма пулать.

Тӗплӗнрех кунта: www.interfax.ru/russia/702114

Кушаксемпе йытӑсем кӑшӑлвируспа (коронавируспа) чирлеме пултараҫҫӗ-и? Ку ыйту йытӑ-кушак тытакансенчен чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Ку тарана ҫити виҫӗ тӗслӗх пирки кӑна информаци пур: Бельгире пӗр кушака ҫак вирус ернӗ, тата Гонконгри икӗ йытӑ чирлесе ӳкнӗ. Урӑх тӗслӗхсем хальлӗхе ҫук.

Сӑмах май, кӑшӑлвирус пӑсарасене хӑвӑрт ерет иккен. Ҫавна май вируспа кӗрешмелли вакцина тӑвакансен лабораторийӗсенче вӗсене чылай тытаҫҫӗ тет. Ӑсчахсем пӗлнӗ тӑрӑх COVID-19 йытӑсене, сыснасене, кӑвакалсемпе чӑхсене ермест. Тӗрӗсрех каласан, вӗсене вӑл йывӑррӑн ерет (икӗ кӑшӑлвируслӑ йытӑ тупнӑ-тупнах-ҫке!), ҫавна май вӗсем ҫак чире сарма пултараймаҫҫӗ теҫҫӗ.

Пурте канасшӑн мар ҫав ку кану тапхӑрӗнче. Ав, Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици персе ҫитсен тин хупӑннӑ: chuvash.org/news/24798.html

www.kommersant.ru/doc/4311114 — «Коммерсант» онлайн сутуҫӑсен курьерӗсене ӗҫлеме чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса ҫырать.

Асаилтерер: апат-ҫимӗҫ шутне кӗмен таварсем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ, анчах та онлайн мелӗпе ӗҫлекенсене — чарман. Ҫапла май хӑш-пӗр тӑрӑхсенче ӑнланманлӑх сиксе тухать имӗш. Ытларах ку енӗпе ҫӗршывӑн тӗп тата кӑнтӑр тӑрӑхӗсенче пулса иртет имӗш: курьерсене тытса чараҫҫӗ, заказ илмелли пунктсене хупма ыйтаҫҫӗ, тавар турттаракан машшинсене регион чиккисенчен каҫармаҫҫӗ. АКИТ пӗрлӗх (интернет урлӑ суту-илӳ тӑвакансене пӗрлештерет) шухӑшӗпе ку ыйтӑва Правительство татса памалла.

Раҫҫейре ҫӗнӗ 601 тӗслӗх тупса палӑртнӑ тет. Чи кӑсӑкли: Чӑваш Енре халӗ те федераци шайӗнчи официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх ку чире 1 ҫын кӑна ҫаклатнӑ.

Пирӗн кӳршӗсене илес пулсан — Тутарстанра ҫӗнӗ 6 тӗслӗх тупнӑ. Маларах икӗ кун хушши ҫӗннисем ҫукччӗ. Чулхула облаҫӗнче те ӗнер 13 ҫӗнӗ тӗслӗх палӑртнӑччӗ пулсан, паян вара пӗр ҫӗнӗ тӗслӗх те ҫук.

Чӑваш Енри коронавирус таврашӗнчи ҫӗнӗ информаци: пурӗ 1 835 (ӗнерхипе танлаштарсан +135) ҫынна тӗрӗсленӗ; 963 (+11) ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ; COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2 (0).

COVID-19 коронавирус ернисен шучӗ тӗнчере 1 миллион ҫынран иртсе кайнӑ. Вируса пула 50 пин ытла ҫын вилнӗ. Коронавируса ҫаклатнисен шучӗпе Китай 5-мӗш вырӑна анса ларнӑ. Чи нумай чирлисен йышӗнче:

• АПШ (236 пин; вӗсенчен 5,6 пин вилнӗ);

• Итали (115 пин; вӗсенчен 14 пин вилнӗ);

• Испани (110 пин; вӗсенчен 10 пин вилнӗ);

• Германи (85 пин; ; вӗсенчен 0,9 пин вилнӗ);

• Китай (82 пин; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ).

Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫавӑн пекех ҫулталӑк ҫурӑри ачан коронавирус пур тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна пульница вунӑ кун каялла илсе килнӗ. Малтанхи тӗрӗслев пӗчӗк ача коронавируспа чирлеменнине кӑтартнӑ. Иккӗмӗш хут тӗрӗслев мӗн кӑтартасса кӗтеҫҫӗ — ӑна акан 6-мӗшӗнче тӑвӗҫ.

Кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнчи хыпар: коронавируспа чирленӗ Чӗмпӗр облаҫӗн саккун пухӑвӗн Михаила Рожков депутатӑн ывӑлӗ сывалнӑ тет. Димиртровградри 15 ҫулхи каччӑна киле янӑ. Депутат ывӑлӗ коронавируса Аслӑ Британирен ҫаклатса килнӗ пулнӑ.

РФ Сывлӑх сыхлав министерстви хӑш-пӗр регионта эрех сутассине чарса лартас шухӑш пуррине ырланӑ. Кун пирки министр ҫумӗ Олег Салагай пӗлтернӗ. Эрес-сӑра коронавирус ересрен пӗрре те пулӑшманни пирки асаилтернӗ. Кунашкал чарусем пирки Байкалхыҫ тата Хӗрлӗҫыр (Красноярск) крайӗсенче, Пушкӑртстанра калаҫусем иртеҫҫӗ. Хӗрлӗҫыр крайӗнче, сӑмахран, 18:00–10:00 вӑхӑт хушшинче эрех сутма чарнӑ. Ҫавнашкалах лару-тӑру Пушкӑртстанра.

Коронавируса пула вырӑнти суйлавсене те урӑх вӑхӑта куҫарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ыран пӑхса тухӗ.

Валентина Матвиенко пӗлтернӗ тӑрӑх медицина маскисене ҫӗлекенсенчен лицензи ыйтса тӑмӗҫ. Кунашкал йышӑнӑва влаҫрисем эрне вӗҫӗччен йышӑнма палӑртнӑ.

Микроскоп витӗр пӑхсан COVID-19 ҫакнашкал:

Софья Савнеш2020.04.02 19:02

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман инфекционисчӗ Сергей Ефимов республикӑра коронавируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна инфекцирен сыватни пирки пӗлтернӗ. Халӗ пациент пневмонирен сиплев курсӗ витӗр тухать. Пульницӑна илсе ҫитернӗ чухне ун ӳт температури йӗркеллех пулнӑ, тепӗр кунхине хӑпарнӑ, арҫын йывӑррӑн сывлама тытӑннӑ. Рентген унӑн икӗ енлӗ пневмони аталаннине кӑтартнӑ.

Софья Савнеш2020.04.02 18:37

Паян республикӑра коронавируспа чирлӗ тепӗр ҫынна тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев килте лармалли режима тата ҫирӗплетме сӗннӗ. Влаҫ ку енӗпе хушма мерӑсене ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ.

Софья Савнеш2020.04.02 18:34

РФ Правительствин резерв фондӗнчен ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине коронавируспа кӗрешме 218 млрд тенкӗ уйӑрса пама палӑртнӑ. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев пушӑн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ: chuvash.org/news/24792.html

Владимир Путинӑн ҫӗнӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн регионсем хӑйсен чиккисене хупма пултараҫҫӗ: kremlin.ru/acts/news/63134 (унашкал йышӑну, сӑмахран, Чечен Республикинче тунӑ — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа хӑйсен патне никама та кӗртмӗҫ, никама та кӑлармӗҫ)

«Победа» авиакомпани те мӗншӗн Шупашкара вӗҫме пӑрахнӑ тетӗр? Йӑлт коронавируса пула: вӗсен темиҫе ӗҫченӗ ҫак вируса ҫаклатнӑ тет, унсӑр пуҫне чылайӑшӗ карантинра тет. Тӗплӗнрех кунта: www.rbc.ru/society/02/04/2020/5e85acae9a7947da152e4587

Кану кунӗсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсасси ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ указ пуснӑ.

Вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне. Кӗскен каласан: уйӑх вӗҫӗччен канма тивӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫак тапхӑр вӑхӑтӗнче ӗҫ укҫине сыхласа хӑварма тивӗҫ.

Лару-тӑру ҫӑмӑллансан тен ку кану тапхӑрне кӗскетме те май пулӗ терӗ.

Кану вӑхӑчӗ уйӑх вӗҫӗччен тӑсӑлӗ — ҫапла йышӑннӑ. Кашни регион короновируспа кӗрешессине хӑйӗн майлӑ йышӑнусем тӑвӗ терӗ.

Уф... ака уйӑхӗн 30-мӗшччен тӑсаҫҫӗ! Кӑравул!

Нимеҫӗсене, тухтӑрсене пысӑк тав сӑмахӗ калать.

Пуҫланчӗ....

НТВ сайчӗ 16:50-на куҫарчӗ...

Путина кӗтнӗ май кӳршӗ тӑрӑхсенчи лару-тӑру пирки:

• чи япӑх лару-тӑру Чулхула облаҫӗнче. Унта 25 ҫынна тупса палӑртнӑ (паян кӑна +13);

• ун хыҫҫӑн Тутарстан пырать. Унта 19 ҫын тупнӑ (2 кун хушшинче ҫӗннисем хушӑнман-ха...);

• Мӑкшӑ Республикинче 4 ҫынна тупнӑ;

• Мари Элте чылай вӑхӑт хушшинче пӗр ҫын та ҫукччӗ, халь вара унта та 4 ҫынна тупса палӑртнӑ;

• Чӗмпӗр облаҫӗнче 1 чирлӗ ҫын пур.

НТВ вара 16 сехет те 40 минута кӑтартать: www.ntv.ru/air/putin020420/

Сӑмахран кунта курма пулать: www.youtube.com/watch?v=GcLc6jzrq_4

Владимир Путин халӑх умне 16 сехет ҫурӑра тухса калаҫӗ иккен.

Ҫак вӑхӑт тӗлне Чӑвашра пурӗ 1 705 ҫынна тӗрӗсленӗ. 952 ҫын сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ. COVID-19 тупса палӑртнӑ тӗслӗхсем: 2.

Владимир Путин паян телекурав урлӑ тепре халӑх умне тухса калаҫӗ тет. Ҫӗнӗ Огаревӑри резиденцире вӑл халь текст хатӗрлет имӗш. Кун пирки Дмитрий Песков каланӑ. Халӑх умне вӑл 16:00 хыҫҫӑн тухмалла...

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем