Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кӑшӑлвируспа чирлисем тата тупӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 08.04.2020 11:44 | 1636 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ.

Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ.

Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ.

#Шупашкар, #кӑшӑлвирус, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #статистика, #чир-чӗр, #сывлӑх, #Мускав, #Комсомольски районӗ, #Чулхула

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем