Патӑрьел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм аслӑк ҫинчен ӳкнӗ. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм кил-тӗрӗшри ӗҫпе аппаланнӑ май аслӑк ҫине улӑхнӑ. Унтан вӑл персе аннӑ.
Ҫав кун васкавлӑ пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисенчен 11 проценчӗ суранланнипе сӑлтавланнӑ. Республикӑн тӗрлӗ районӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫынна йытӑ ҫыртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫулти ача тетте ҫӑтнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын аяк пӗрчине тӑватӑ кун каяллах хуҫнӑ. Вӑл гараж шӑтӑкне ӳкнӗ. Малтанах аптӑраман-ха. Кайран, тӑваттӑмӗш кунхине, хытах нушаланма тытӑннӑ. Вара васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ арҫын ҫурӑм ҫине иртнӗ эрнерех ӳкнӗ. Ҫурӑм шӑммин сыпӑкне хуҫнӑскер ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухтӑрсене чӗннӗ.