Ҫӗмӗрлере пӗр ҫын ӳпке шыҫҫине пула вилнӗ. Ҫав хыпара пӗлсен унӑн кӑшӑлвирус пулнӑ текен сас-хура хӑвӑрт сарӑлнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра та сӳтсе явма тытӑннӑ. Вирусран хытах хӑракансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳпке шыҫҫи кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ.
Шикленсе ӳкнисене Ҫӗмӗрлери пульницӑн тӗп тухтӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче лӑплантарнӑ, вилнӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулманнине ҫирӗплетнӗ.
«Шел пулин те, ҫынсем тӗнчере кунсерен пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен», – тесе ҫырнӑ Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗн тӗп врачӗ Сергей Демьянов. Вӑл тухтӑрсене ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ, вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.