Паян Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнине пӗлтернӗ. Вӑл – 67 ҫулти хӗрарӑм.
Ҫак хӗрарӑмӑн ытти чир те пулнӑ: сахӑр диабечӗ, гипертони, чӗре чирӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе вӑл Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче выртнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗшӗн кӗрешнӗ. Анчах, шел те, хӗрарӑма ҫӑлма май килмен.
Аса илтерер: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 348 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 6-ӑн вилнӗ, 29 ҫын сывалнӑ.