Акӑ ӗнтӗ ака уйӑхӗ те вӗҫленчӗ, ҫу уйӑхне кӗтӗмӗр. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Пуш уйӑхӗнчи пек рекорд лартаймарӑмӑр пулин те кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенчен ытларах мӑшӑр турӑмӑр: + 33 110. Ҫапла май пирӗн Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче халь 382 882 мӑшӑр шутланать.
Иртнӗ уйӑхра эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑна мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене те: Виталий Бианки, Юрий Сотник… Шел те, кӑшӑлвируса пула кӗнекесем сканерлас ӗҫре йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ ӗҫлеменрен ҫӗнӗ кӗнекесем тупма йывӑртарах. Ҫавах та алӑ усмастпӑр, тӗрлӗ майсемпе усӑ курса вӗсене тупма тӑрӑшатпӑр.
Серверти видеокарточкӑпа усӑ курса хамӑр куҫаруҫӑн хӑвӑртлӑхне ӳстерес тесе хӑтланнине пула унӑн ӗҫне йӑлт пӑсса пӗтӗртӗмӗр, сервера ҫӗнӗрен хӑпартма тиврӗ. Ҫавна пулах хамӑр вӑхӑта чылай пӗтертӗмӗр. Ҫавах та майӗпен юсаса ҫитерме шутлатпӑр-ха. Ҫӑвах та ырӑ хыпарсем те пур: Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пуҫланине асӑнма пулать: енчен те маларах пирӗн куҫаруҫӑпа Яндек.Тӑлмачӑнне танлаштарнӑ чухне вӗсем пӗр тан пыратчӗҫ пулсан (е пирӗн аванрах, е Яндекс.Тӑлмачӑн), халӗ вара ытларах енӗпе Яндекс.Тӑлмач лайӑхрах куҫару туса парать (хӑш чухне пирӗнни те аванрах куҫарса парать-ха). Мӑшӑрсен йышне 400 пине ҫитернӗ хыҫҫӑн хамӑр куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетме шутлатпӑр. Аса илтерер: пирӗн куҫаруҫӑри модельте 250 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ, Яндекс.Талмача та ҫавӑн чухлех парсаччӗ.
Иртнӗ уйӑхри кӑтартусене пӑхсан, халь пирӗн корпусра 1 657 текст (+83), 429 463 пуплевӗш (+36 987). Сӑмах шучӗ вара — 4 685 823 (+318 680).