Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗ тӗп суд приставӗсӗр юлнӑ. Нумайлӑха мар паллах. Ҫветтуй вырӑн пушӑ пулмасть теҫҫӗ мар-и?
Тутарстанра республикӑн ҫӗнӗ тӗп суд приставӗпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Rt-online» хыпарланӑ. Асӑннӑ республикӑри ҫав должноҫе 41 ҫулти Анвар Закиров, Тутарстан ҫынни, йышӑннӑ. Унччен вӑл 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра ӗҫленӗ.
Тутарстанӑн тӗп суд приставӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынпа регион пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра паллаштарнӑ. Закиров 2018 ҫулта Федерацин суд приставӗсен службин Тутарстанри управленийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, кайран вӑл пирӗн республикӑна куҫнӑ.