Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Аптекӑра чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑрҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.05.2020 05:44 | 1767 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ.

Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм.

Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр.

Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ.

Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех.

#чӗлхесем, #Турци, #Шупашкар, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #пӑтӑрмахсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7972.7.6514
2020.05.03 16:01
Agabazar
Кам хута кĕрет?
Вулакан // 4833.1.9346
2020.05.03 19:58
Джавардова мар, Джавадова, тÿрлетĕр, тархасшăн
Микула // 9259.3.8429
2020.05.08 08:22
Хӑш аптекӑри ,хӑш сутӑҫ ? Чӑвашсен тен ҫав ятлӑ аптека сетне пӑрӑнса иртсе каймалла ? Пирӗн вӗсем туллиех,«так прилично выглядите, а говорите по-чувашски» тенисемсӗрех ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем