Маскӑсене тӗрлӗ пусмаран чылай организацире ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсем те ҫӗлеме тытӑнчӗҫ. Пластикран кӑларакансем анлӑ сарӑлманччӗ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр усламҫӑ пластикран ӑсталама пуҫланӑ.
Кун йышшисемпе темиҫе хут та усӑ курма юрать. Вӗсене ҫума тата антисептикпа сиенсӗрлетме пулать.
Ҫӗнӗ йышши хӳтлӗх хатӗрӗсене кӑларма пуҫланисенчен пӗри ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк тухӑҫлӑхпа пурнӑҫлама май килнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ производствӑна пуҫарас шухӑш тытнӑранпа унӑн виҫӗ эрне ҫеҫ иртнӗ. Халӗ предприятире кунсерен 8-шер пин маска кӑлараҫҫӗ.
Пластик маска медицинӑра тӑхӑнмалли мар. Ӑна общество транспортӗнче, лавккара тата ытти халӑх тулли вырӑнта тӑхӑнма аван.
Тавара хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче туянаҫҫӗ.