Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Европӑран Китая каякан ҫул Чӑваш Енри ултӑ район урлӑ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.05.2020 08:14 | 1806 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
snip1.ru сӑнӳкерчӗкӗ
snip1.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» трасса Чӑваш Енри ултӑ район территорийӗпе иртӗ. Пирӗн республикӑра ҫав ҫул тӑршшӗ 94 километр пулӗ. Кун пирки ЧР строительство министрӗ Владимир Осипов республика ертӳҫине Олег Николаева пӗлтернӗ. Транспорт отрасльне республикӑра ҫитес пилӗк ҫулта аталантармалли стратегие ҫав трассӑна та кӗртнӗ.

Машинӑсене хӑвӑрт ҫӳреме саракан трасса Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртӗ.

«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн «Мускав — Чулхула — Хусан» сыпӑкӗ пирӗн республикӑшӑн та меллӗ пулассине шанаҫҫӗ.

Халӗ яваплисем проект умӗнхи ӗҫсемпе тимлеҫҫӗ.

«Мускав — Чулхула — Хусан» трасса тӑршшӗ 729 км пулӗ, кашни енпе икшер полоса тума палӑртнӑ. Вӑл ҫулпа машинӑсем сехетре 120 километр хӑвалайӗҫ. Трассӑна тӑвассине тӑватӑ тапхӑрпа палӑртнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2027 ҫул тӗлне вӗҫлесшӗн.

#Чулхула, #Мускав, #Тӑвай районӗ, #Канаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #ҫул-йӗр, #Хусан, #строительство, #Китай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем