Шупашкарта полици ӗҫченӗсем лавкка кассинчен укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Магазин Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине арҫын суту-илӳ точкине чупса кӗнӗ. Касса апаратӗнчи укҫана сутуҫӑ умӗнчех кӑларса илнӗ. Темиҫе купюрӑна илме ӗлкӗрнӗ вӑл.
Кассӑри укҫана шутласа пӑхнӑ та арҫын 2,5 пин тенкӗ ҫаратса кайни палӑрнӑ.
Шупашкарти полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑ пӗр 20 минут маларах суту-илӳ точкине тепӗр икӗ ҫынпа кӗнине, вӗсем эрех туяннӑ. Ҫаратакан этем паллине мӗнпур наряд патне ҫитернӗ. Кӗҫех арҫына шыраса тупнӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек усал ӗҫпе палӑрнӑскер иккен. Хӑйне тытса чарсан укҫана тавӑрса панӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.