Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Кун пирки паян республика Правительстви ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хусканӑ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑлшӗнче республикӑна ют регионсенче ӗҫленӗ ентешӗмӗрсем йышлӑн таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнсах кайман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аякран ӗҫлесе килнисем ик эрне килте питӗрӗнсе ларманнине пирӗнтен чылайӑшӗ асӑрхать пулӗ. Вӗсем урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳреҫҫӗ, лавккана кӗрсе тухаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта пулаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын ав, хӑйӗн мӑшӑрне, икӗ ывӑлне (ҫав шутра пӗри ДЦПпа чирлӗскер иккен) кӑшӑлвирус ертнине паян республика Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура тӗслӗх евӗр асӑнса хӑварнӑ.