Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннине Чӑва халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑччӗ. Анчах ун чухне Вячеслав Борисова Администраци Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Халӗ ӑна ҫӗнӗ должноҫре ҫирӗплетнӗ.
Вячеслав Борисов Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.