Кун пек ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн варринче 2017 ҫултанпа пулман. Хӑҫан ӑшӑтать? Ку ыйта сире канӑҫсӑрлантарать пуль-ха.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн юлашки декади те нормӑран кӑшт сивӗрех пулӗ. Ҫапах сывлӑш температури вӑтамран 13-4 градус таран ӑшӑнӗ. Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫавӑнпа сивӗрех пулӗ. Шӑматкун вара сывлӑш 14-19 градус таран ӑшӑнӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Тунтикун та ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Ытларикун 20 градус ӑшӑтӗ, юнкун вара – 20-25 градус. Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче 30 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ку – сулхӑнра кӑна-ха. Эппин, ҫуллахи евӗр шӑрӑх ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ.