Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кӑшӑлвирусшӑн пуҫлӑхсене сӑмах лекнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 23.05.2020 06:41 | 1581 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.

«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.

«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.

«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.

#Куславкка районӗ, #Улатӑр районӗ, #сывлӑх, #кӑшӑлвирус, #танлаштарӑм, #Етӗрне, #Муркаш районӗ, #Шупашкар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Вӑрнар районӗ, #Элӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Красноармейски районӗ, #Улатӑр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем