Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӑлкуҫра» Сурхури уявларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.01.2013 15:12 | 2045 хут пӑхнӑ
Уявра. Г. Тафаев сӑнӗ
Уявра. Г. Тафаев сӑнӗ

«Ҫӑлкуҫ» кафере ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Сурхури уявне уявларӗҫ. «Ҫӑлкуҫ» кафе уявсен пӳлӗмӗ пысӑках мар пулин те лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ кунта. Юхма Мишши, Иван Христофоров, Владимир Агеев, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Николай Лукианов, Юрий Исаев, Геннадий Тафаев тата ыттисем. Пурне те каласа та пӗтереймӗн. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче Кейт Линдси американ хӗрӗ тата Слакпуҫри (Пушкӑртстан) К. Иванов музей-ҫуртне йӗркеленӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗн Пётр Кудряшовӑн ывӑлӗ Василий пулчӗҫ.

Кӗрекене «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин (ҫак уява йӗркелекенӗ) уҫрӗ. Вӑл фонд ӗҫӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Кӑҫал хулара Сурхурине уявлама пуҫлани 10 ҫул ҫитет иккен — пӗрремӗш хут ӑна Чӑваш наци музейӗн ҫуртӗнче, директор вырӑнӗнче Эдуард Бахмисов ӗҫленӗ вӑхӑтра ирттернӗ.

Уяв юрӑсӑр, сӑрасӑр иртме пултараймӗ. Сӑрипе уява килнӗ хӗрарӑмсем сӑйларӗҫ пулсан Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкартан килнӗ Петӗрпе Людмила Адреевсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакан паллӑ таврапӗлӳҫӗ Георгий Фомиряков вара хӑй ӑсталанӑ халӑх инструменчӗсемпе каласа авалхи кӗвӗсемпе савӑнтарчӗ.

Уяв лайӑх иртрӗ. Пурне те килӗшрӗ. Пӗрле пухӑнса калаҫнине ара мӗн ҫиттӗр!

#Сурхури, #уявсем, #Муркаш районӗ, #Слакпуҫ, #Пушкӑртстан, #Мӑн Шашкар, #Ишлей, #Шупашкар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем