Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Балтийскри хурал карапне Шупашкара илсе килӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.05.2020 06:57 | 1134 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

«Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) хурал карапӗ ҫинчи ялава вӑхӑтлӑха антарнӑ. Ӑна Шупашкара илсе килме ҫыран хӗррине куҫарнӑ. Халӗ вӑл Калининград облаҫӗнчи Балтийск хули ҫывӑхӗнче ларать. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ӗнер хыпарланӑ.

Карапа кӑштах юсӗҫ те унтан ӑна Шупашкара илсе килӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухмалла. Шупашкара 20 кунран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫитессе шанаҫҫӗ.

«Шупашкар» карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.

«Карап ҫинче тепӗр ҫулталӑкран музей уҫса экскурсисем ирттерме палӑртатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

#карапсем, #Балтийск, #Калининград, #Шупашкар, #музейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAppxRGq919/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамӑр ял // 4194.12.7756
2020.05.27 16:57
Металлолом пире Шупашкара кирлӗ мар.
Тимӗр Акташ // 4194.12.7756
2020.05.27 18:57
Паян каҫхине ЧГТРК Чӑваш радиокӑларӑмӗнче ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: ҫак "карап" 2015-мӗш ҫулта списать тунӑ. Апла вӑл Пилӗк ҫул металлолом пулса тӑнӑ. Халь ҫакна ҫичӗ миллион (?) тенкӗ тӑкакласа, Шупашкара илсе ҫитермелле. Сак ҫинчен Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ. Малтан Л.Черкесов Шупашкар пуҫлӑхӗ пулнӑскер ҫак ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак чӑваш ҫынни те металлолом илсе килме тӑрӑшать... Тен, Шупашкарти бюджетри укҫи ытлашши... Е ку такама усӑллӑ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем