Чӑваш поэзийӗн классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа паян 130 ҫул ҫитрӗ. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнман пулсан поэтӑн юбилейне Чӑваш Енре сумлӑн, халӑхпа уявлатчех ӗнтӗ. Халӗ вара мӗнпур мероприятие пӗччен-иккӗн тенӗ пек тата тӗнче тетелӗнче ирттерме тивет.
Аса илтерер: Консантин Иванов 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Музыкӑпа тата живопиҫпа кӑсӑкланнӑ. Кӗске ӗмӗрӗнче «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», маларах каланӑ «Нарспи» йышши хайлавсене ҫырса ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш литературийӗнче вӑл тӑлмачӑ пулса йӗр хӑварнӑ. М. Лермонтов, Н. Некрасов, А. Кольцов, Н. Огарев, к. Бальмонт хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.